1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Среда, 19 Март 2025 г.
28 февраля 2025 г. 9:10

Тăвай енĕн наука ĕçченĕсем

Александр Валерьянович Кузнецов
Чĕлхе тĕп-чевçи, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Раççейри наука академийĕн Хĕвелтухăç халăхĕсене тĕпчекенсен пĕр-лĕхĕн пайташĕ, усламçă.
Александр Валерьянович Тăрмăш ялĕнче, 1975 çулхи раштав уйăхĕн 28-мĕшĕнче çуралнă. Тăван ялĕнчи шкултан вĕренсе тухсан вăл Чăваш патшалăх университетĕнче аслă пĕлӳ илнĕ, Чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче вĕреннĕ. Александр Валерьянович чăваш халăхĕ пĕр-пĕринпе хутшăннă чухне еплерех этикета пăхăннине, хутшăнусен культурине тĕпченĕ. Чылай вăхăт Чăваш патшалăх Гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче вёй хунё? паянхи кун Вĕрентӳ институч.н регион аталанёв. центр.н директор.?
Сумлă ентешĕмĕр 100 яхён ăслăлăх ĕçĕ, вăл шутра - 18 к.неке  (соавтор) авторĕ. «Чăваш чĕлхин ăнлантару словарĕн» виçĕ томĕнчен пĕрин авторĕ. Александр Валерьянович Атăлçи тата Уралçум тăрăхĕнчи халăхсен этикетне, чăвашсен диалекчĕсене, лексикографипе лексикологине тĕпчет.
Наука ĕçĕсĕр пуçне паянхи кун тăван ялĕнче çĕр çырли ӳстерессипе тимлет, ял хуçалăх тытăмĕнче те пысăк çитĕнӳсем тăвать.

Григорий Владиславович Вакку
Журналист, Раççейри журналистсен пĕрлĕхĕн пайташĕ, доцент, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ.
Григорий Владиславович Çĕнçырма ялĕнче, 1972 çулхи çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче кун çути курнă. Çĕнçырмари тата Элпуçĕнчи шкулсенче пĕлӳ илнĕ хыççăн, вăл Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культурин факультетĕнче вĕреннĕ, Питĕр хулинчи патшалăх университечĕн докторантуринче пĕлӳ илнĕ.
Нумай çул вăл Чăваш радиовĕнче вăй хунă, «Ăраскал» кăларăма йĕркелесе пынă. Унтан ЧПУ-ра, ЧППУ-ра преподаватель пулса тăрăшнă. Журналистика, электронлă массăлă информаци хатĕрĕсем тата реклама кафедрисенче, коммуникаци технологийĕсен кафедрин доценчĕ пулнă тата ытти те. Паянхи кун вăл Мускаври патшалăх гуманитарипе экономика университечĕн социологипе журналистика факультечĕн Журналистика тата редакципе издательство технологийĕсен кафедринче доцент пулса тăрăшать.
Григорий Владиславович 80 ытла ăслăлăх ĕçĕн авторĕ, вăл шутра монографин те. 

Ольга Николаевна Михайлова
Философ, фольклорçă, философи ăслă-лăхĕсен канди-дачĕ.
Ольга Николаевна Сăхăтпуç ялĕнче, 1979 çулхи чӳк уйăхĕн 9-мĕшĕнче çуралнă. Чăваш патшалăх педагогика уни-верситечĕн чăваш филологийĕн факультетĕнче, Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. Чăваш халăхĕн кăмăл-сипет уйрăмлăхĕсене тĕпчесе диссертаци çырнă, философи ăслăлăхĕсен кандидачĕ ята тивĕçнĕ.
Ольга Николаевна паянхи кун Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче вăй хурать, чăваш халăх сăмахлăхне тата социаллă философие тĕпчет. Чăваш фольклористикин специалисчĕ шутланать. 
Сумлă ентешĕмĕр 45 ăслăлăх ĕçĕ çырнă. Çавăн пекех «Чăваш халăх пултарулăхĕ» ярăмри 4 кĕнекине пухса хатĕрленĕ. Вăл шутра: «Ваттисен сăмахĕсем», «Истори халапĕсем», «Тавралăх халапĕсем» тата «Тавралăх халапĕсем». 

Алексей Николаевич Андреев
Тухтăр, медицина ăс-лăлăхĕсен кан-дидачĕ, доцент.
Алексей Николаевич Ураскасси ялĕнче, 1952 çулхи çурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче кун çути кур-нă. Чăваш патшалăх уни-верситечĕн медицина факультетĕнче пĕлӳ илнĕ, офтальмологи енĕпе ординатурăра вĕреннĕ.
Малтанхи тапхăрĕнче вăл Патăрьел тăрăхĕнче, унтан Республикăри клиника пульницинче вăй хунă. 1986 çултанпа вĕрентӳ ĕçне явăçнă, Чăваш патшалăх университетĕнче студентсене куç  чирĕсем çинчен пĕлӳ пама тытăннă.
Алексей Николаевич этем куçĕн сывлăхне çутçанталăкри тĕрлĕ фактор витĕм кӳнине тĕпчет. Вăл 60 ытла ăслăлăх ĕçĕн авторĕ, вăл шутра вĕренӳ пособийĕсем те пур. Тĕслĕхрен, «Аккомодаци тата вăл пăсăлни», «Куççуль хăй тĕллĕн юхни», «Клиника анатомийĕ тата куç физиологийĕ». Унăн ĕçĕсене тĕпчесе студентсем паянхи кун та тарăн пĕлӳ илеççĕ.
Алексей Михайлович Симулин
Историк, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент.
Алексей Михайлович Элпуç ялĕнче, 1932 çулхи чӳк уйăхĕн 25-мĕшĕнче кун çути курнă. Элпуç шкулĕнче пĕлӳ илнĕ хыççăн вăл Канашри педагогика училищинче, Хусанти патшалăх университетĕнче вĕреннĕ.
Малтан вăл Канаш тăрăхĕнчи Татмăш, Чакаç, Аслă Мами шкулĕсенче вăй хунă. Пĕр кана Енĕш Нăрваш шкулĕн директорĕ пулнă, Канашри чукун çул техникумĕнче общество дисциплинисен вĕрентекенĕнче тăрăшнă. Унтан Чăваш патшалăх университетĕнче вĕрентме тытăннă. Раççей тата Чăваш историне, культурологине тĕпченĕ.
Алексей Михайлович 100 ытла ăслăлăх ĕçĕ çырнă, вăл шутра икĕ монографи. Унăн тĕпчевĕсем кăмăл-сипет тата пурлăх культурин уйрăмлăхĕсене, чăваш халăхĕн интеллигенцийĕ йĕркеленнине тата аталаннине пырса тивеççĕ.

Геннадий Алексеевич Николаев
Историк, истори ăслăлăхĕ-сен кандидачĕ, Чăваш Республикин ăслăлăхсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. 
Геннадий Алексеевич Нӳшкас-си ялĕнче, 1956 çулхи çĕр-тме уйăхĕн 28-мĕшĕнче çуралнă. Вăл Чăваш патша-лăх университетĕнче пĕлӳ илнĕ. 1983 çултанпа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче тăрăшать. Тĕрлĕ çулта вăл наука ĕçченĕ, истори пайĕн ертӳçи, директор çумĕнче тăрăшнă. 2006 çултанпа вара «Чăваш гуманитари хыпарçи» журналăн тĕп редакторĕн çумĕ.
Геннадий Алексеевич 100 ытла ăслăлăх ĕçĕн авторĕ, вăл шутра 4 монографин (соавтор). Унăн тĕпчевĕсем хресченсене, ял хутлăхне, Атăлçи тăрăхĕнчи халăхсен хутшăнăвĕсене тата менталитетне, Чăваш Республикин ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнчи историне пырса тивеççĕ.

Валерий Георгиевич Андреев
Инженер, техника ăс-лăлăхĕсен докторĕ, профессор, Ленинла комсомол премийĕн лауреачĕ, Раççей Фе-дерацийĕн ăслăлăхпа техника тытăмĕнчи çитĕнӳсемшĕн паракан преми лауреачĕ, Кузнецк хулин хисеплĕ çынни.
Валерий Георгиевич Элпуç ялĕнче, 1958 çулхи утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче кун çути курнă. Тăван ялĕнчи шкулта вĕренсе пĕтернĕ хыççăн вăл Мускаври хурçăпа хутăшсен институтĕнче пĕлӳ илнĕ. 2001 çултанпа Пенза облаçĕнчи Кузнецкри информаципе управлени технологийĕсен институтĕнче вĕрентет.
Валерий Георгиевич 150 ытла ăслăлăх ĕçĕ çырнă. Вăл шутра 3 монографи, 2 вĕренӳ кĕнеки, 4 пособи. Унсăр пуçне унăн 45 автор свидетельстви тата патент пур.

Борис Гурьевич Миронов
Математик, механик, физикăпа математика ăслăлăхĕсен док-торĕ, Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин патшалăх премийĕн лау-реачĕ.
Борис Гурье-вич Енĕш Нăр-ваш ялĕнче, 1960 çулхи раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче кун çути курнă. Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕреннĕ, кайран унтах вĕрентекен, аслă преподаватель, доцент пулса тăрăшнă. Малтан вăл математика анализĕн кафедрин ертӳçи пулнă, унтан проректорта тăрăшнă, кайран ректорта тимленĕ.
Борис Гурьевич 50 ытла ăслăлăх ĕçĕн авторĕ. 

Василий Иванович Табаков
Философ, философи ăс-лăлăхĕсен докторĕ, профессор.
Василий Иванович Кармал ялĕнче, 1947 çулхи нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче çуралнă. 
Ентешĕмĕр Ленинградри патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. 1975 çултанпа Горький хулинчи ял хуçалăх академийĕнче тăрăшнă: малтан ассистент, кайран аслă вĕрентекен, доцент. 1999 çултанпа вара Чулхулари патшалăх архитектурăпа строительство университечĕн философипе политологи кафедрин профессорĕ. Çавăн пекех вăл Атăлçи тăрăхĕнчи медицина тĕпчев университечĕн профессорĕ шутланать.
Василий Иванович 60 ытла ăслăлăх ĕçĕн авторĕ. Тĕпчевĕсене вăл истори процесĕсен диалектикине, этем обществин гуманизацине халалланă.

Яков Дмитриевич Самуилов
Химик, хими ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор, Тутарстан Республикин тава тивĕçлĕ химикĕ.
Яков Дмитриевич Ураскасси ялĕнче, 1946 çулхи çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Хусанти патшалăх университетĕнче вĕренсе тухнă, çавăнтах органика химийĕн кафедрин ăслăлăх ĕçченĕ пулса тăрăшнă. 1990 çултанпа вăл Хусанти технологи университетĕнчи эластомерсем туса кăларакан центр ертӳçин çумĕ пулнă. 1997 çултанпа вара синтетика каучукĕн технологийĕн кафедрин профессорĕнче тăрăшать.
Яков Дмитриевич 300 ытла публикаци авторĕ. Унăн гетеро тата карбоциклă полимерсен тытăмĕнче 50 патент. Унсăр пуçне вăл Хусан хулинче тухса тăракан «Бутлеров вулавĕсем» журналăн редакторĕ.

Поделиться:
Распечатать