1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 22 Февраль 2025 г.
7 февраля 2025 г. 9:27

Ача сăпкара, ашшĕ вăрçăра

Вăрçă ачи аса илет

   Вăрçăсем çинчен питĕ нумай калаçнă, çырнă, йăлăхтарчĕ те пулĕ ĕнтĕ çамрăксене. Пăрахмалла текех вăрçă çинчен калаçма, манса каймалла ăна. Анчах кăçал хаяр вăрçă вĕçленнĕренпе 80 çул çитнĕ май, çав хăрушă та йывăр вăхăтсем каллех аса килеççех çав.

     1942 çулхи январь уйăхĕ. Çĕршывра çурçул ытла хаяр вăрçă кĕрлет. Пирĕн киле хамăр тăвансем, ял çыннисем йышлă пухăннă. Пÿртре маччаран çакнă сăпкара пирĕн кĕçĕн йăмăк икĕ уйăхри Валя ярăнса выртнă. Анне кăмака умĕнче кăштăртатать. Эпир, пĕчĕккисем кăмака çинче ăна-кăна нимĕн те ăнланманскерсем пекĕлтетсе ларатпăр, юрлам пек те тукалатпăр.  Пирĕн аттене Никифор Ефимова вăрçа ăсатма пухăннă çынсем. Пирĕн атте 1897 çулта çуралнă.  1918 çулта ăна Хĕрлĕ Çара илсе кайнă. Граждан вăрçин вутĕнчех пулса курнă вăл. Пÿртри çынсем йĕреççĕ, вăрçа ылханса калаçаççĕ. Çапла ăсатнă эпир аттене хаяр вăрçăна.

   Аттерен эпир тăватă çыру илнĕ. «Халлĕхе кăштах вĕрентеççĕ-ха, часах çапăçусене кĕмелле пулать» тесе çырнă вăл вĕсенче кĕскен кăна. Пиллĕкмĕш çыру вара аттерен хăйĕнчен мар, хăрушă хыпарли  пулнă. Çапăçура йывăр аманнă хыççăн пирĕн атте госпитальте вилни çинчен пĕлтернĕ унта. Çапла эпир аннепе пĕрле  çичĕ ача тăлăха тăрса юлнă. Чи асли Михаил ун чухне 16-ра пулнă.

    Вăрçă çулĕсене мĕнле чăтса ирттерни çинчен çырмастăп. Вĕсем мĕнле пулни сăмахсемсĕрех паллă.

   1945 çулхи майăн 9-мĕшĕ. Çуркуннехи хĕвеллĕ уяр çанталăклă кун. Ирхине ирех Канашри ВРЗ завочĕ гудок кăшкăртма пуçларĕ. Кашни кун рабочисене ĕçе чĕнекенни мар ку, вăраха пычĕ, пĕр сехете яхăнах  кĕрлерĕ заводăн мăнаçлă сасси. Часах урамра Вăрçă чарăннă-ă-ă!! Эпир çĕнтернĕ-ĕ-ĕ!! Ура-а! кăшкăраша пуçларĕç. Пирĕн анне лупас айĕнче выльăхсем патĕнче ĕçленĕ. Завод мĕншĕн кăшкăртнине питĕ лайăх  ăнланнă вăл. Эпир аттене ăсатнă чух сăпкара выртнă Валя йăмăкпа пÿртре кантăкран пăхкаласа ларатпăр, пичче-аппасем шкула кайнă. Анне пÿрте кĕчĕ те чăлана кĕрсе пытанса ларчĕ. Нумай вăхăт хушши пире кăтартмасăр йĕрсе хÿхлетсе ларчĕ. Питĕ хĕрхенес килчĕ аннене çавăн чух. Аттене ăсатнă кун та ун пекех  татăлса хурланса йĕмен вăл.  Калама çук йывăр пулнă ĕнтĕ ăна çав кунхине. Пирĕн анне çирĕп кăмăллă çын пулнă. Пурнăç питĕ йывăр, хуйхă-суйхă пысăк пулсан та пирĕн умра куççÿль тăкса пире хурлантарман вăл.

    Вăрçă çĕнтерÿпе вĕçленни паллах пурне те савăнтарнă.  Анчах нуши-терчĕсем пачах та пĕтмен-ха.  Ялта та,  хулара та юхăнчăк, чухăнлăх хуçаланать. Çынсен тумтирĕсем çĕтĕк, выçăллă-тутăллă пурăнаççĕ. Çав вăхăтра ял çыннисен пурнăçĕ колхоз мĕнле пулнинчен нумай килнĕ.  «Красная Чувашия» колхоз вăрçăччен тĕреклĕ аталаннă хуçалăх пулнă. Çулсеренех чылай тухăçлă тырпул туса илнĕ, фермăсем те тупăшлă ĕçленĕ. Колхозниксене ĕçленĕшĕн çулсеренех тырă çителĕклĕ валеçсе панă, укçан та тÿленĕ. Кашни килтех тырă çителĕклĕ пулнă. Ял çыннисем вăрçă çулĕсенче те çăкăртан аптрасах кайман. Анчах вăрçă вăхăтĕнче колхоз хытă хавшанă, тырă запасĕсем пĕтсе çитнĕ, выльăхсен йышĕ чакнă, лашасем питĕ ырханланса юлнă, ĕçлейми пулнă. Çитменнине 1946 çулта çулла çăвĕпех питĕ шăрăх та типĕ çанталăк тăнă, çумăр пачах та çуман. Калчасем ÿссе çитĕнеймесĕрех типсе ларнă. Тырă питĕ сахал, акнă вăрлăхран та кăшт ытларах çеç пухса илнĕ. Çав çулта колхозниксене ĕçленĕшĕн тырă пачах та валеçсе паман. Яла «Выçлăх çулĕ» çитнĕ. Вăрçă умĕн илнĕ тырăсем пурин те пĕтсе çитнĕ. Çăкăр пĕçерме çанăх çук. Çынсем мăян тата тĕрлĕ курăксене типĕтсе авăртнă çăнăха тюрккапа хырса вĕтетнĕ çĕрулми çине хутăштарса пĕçернĕ юсман çикелесе пурăнса чăтса ирттернĕ выçлăха.           

      1947 çулта эпир 7-8 çул тултарнă ачасем шкула çÿреме пуçларăмăр. Йышлăччĕ эпир. Пĕрремĕш классемех виççĕ пулнă, кашнинче 30  ача. Ытти классем те йышлă пулнă. Пурĕ 700 ытла ача вĕреннĕ пирĕн шкулта. Пурте «Вăрçă ачисем». Пурте çăтăк-çатăк, саплăклă кĕпе-йĕм, кивĕ хăрăк пиншак тăхăннă, урисене çăпата сырнă е кивелнĕ калуш тăхăннă. Пире Кайри кас ачисене Хучель хĕрĕ Татьяна Денисовна вĕрентетчĕ. Питĕ сăпайлă, ырă кăмăллă, çепĕç чĕлхеллĕ учительницаччĕ вăл. Аннене юратнă пек юратнă эпир ăна. Хăй те хĕрхенетчĕ вăл пире, ачашлатчĕ. Пурнăç йывăр пулсан та тăрăшса вĕренмелли çинчен ăнлантаратчĕ. Пурнăçĕ йывăрччĕ ĕнтĕ чăнах та. Ачасем час часах  манăн питĕ хырăм выçрĕ-ĕ, киле яр-ха мана-а тесе йĕрсе  ыйтасси те пулнă.   

    Пурнăç йывăр пулнă эпир шкул вĕреннĕ вăхăтра. Вăрçă çулĕсенче эпир пĕчĕккĕ пулнă. Пĕчĕк ачана нумаях кирлĕ мар, хырăмĕ тутă пулсан шарламасть вăл. Шкула кая пуçласан кĕнекесем, çырмалли хатĕрсем кирлĕ, тумтирĕ те аванрах пулмалла. Вĕсене валли укçа кирлĕ. Колхоз ĕçленĕшĕн укçа тÿлеместь, кăштах тырă панипех çырлахтарать. Яланах укçа çукки нушалантарнă пире. Пирĕн ял Канаш хулинчен инçех мрри телей пулнă пирĕншĕн. Канашра  пысăк завод ВРЗ пур. Рабочисем йышлă ĕçленĕ унта. Çуллахи вăхăтра унта сĕт сутма кайса кăштах укçа тупкаланă эпир.   Сĕт укçипе киле валли çăкăр илсе килмелле пулнă-ха пирĕн.  Çапах та хамăр валли  те пĕрер тенкĕ хăваркаланă эпир. Пĕр тенкĕ укçа та питĕ хаклă пулнă пирĕншĕн. Сĕт сутма каясси те çамăлах мар. Унта ирхине питĕ ир тăрса, рабочисем ĕçе кайиччен çитмелле, 15 çухрăма çурранах утмалла. Анчах пит тараватах йышăнмастчĕç çав пире хула майрисем. Сĕтне йÿнĕрехпе илесшĕнччĕ, «деревенскисене» çăкăр памалла мар тесе кÿрентеретчĕç.

    Çулсем иртеççĕ. 1957 çулта ялти шкултан вĕренсе тухса Аттестат илтĕмĕр. Пурте малалла вĕренме каяс ĕмĕтлĕ ачасем. Анчах ку вăхăтра вăрçă вĕçленни 12 çул иртнĕ пулсан та пурнăç йывăрччĕ, çынсем чухăн пурăнаççĕ. Вĕренме кайсан мĕнле пурăнасси хытă шухăшлаттарать. Вĕренме кĕрсен  те ăçта пурăнмалла, мĕн çисе, тăхăнса пурăнмалли çинчен шухăшланă. Килти чухăнлăха пула вĕренме каяймарăм, колхозрах тĕрлĕ ĕçсенче ĕçлесе пурăнма ялах юлтăм. Тепĕр çулхине юлташсем мана Совет Çарне ăсатрĕç. Виçĕ çул Инçет Хĕвелтухăçĕнче салтак службинче пултăм.  

   1961 çулта служба вĕçленсен яла таврăнтăм. Виçĕ çул хушшинче ял сăн-сăпачĕ лайăх еннелле çĕнелсе улшăннă. Çĕнĕ çуртсем нумай лартнă, улăм витнĕ пÿртсем сахалланнă.  Кашни килте радио калаçать, телевизорсем те илнĕ хăшĕсем. Анчах ял çыннисем пурте çителĕклĕ, тулăх пурнăçпа пурăнаççĕ теме çукрах-ха. Колхозăн тырпул тухăçĕ пысăк мар 8-9 центнер кăна, укçа-тенкĕ тупăшĕ сахал. Ĕçленĕшĕн укçан питĕ сахал тÿлеççĕ. Ваттисем вара каллех вăрçă умĕнхи вăхăтсене аса илетчĕç, вăрçа пула часах ураланаймастпăр çав тесе калаçатчĕç. Мĕнех, питĕ вăраха пырать çав вăрçă ахрăмĕ.

   Вăхăт малаллах шăвать. Кирек мĕнле пулсан та пурнăç çĕнелсе лайăх еннелле аталанса пырать. Утмăлмĕш çулсенче ял пурнăçĕ, колхоз çултан-çул аталанса тĕрекленсе пычĕ. Патшалăх нумай пулăшнă ял хуçалăхне аталанма. 1965 çултан пуçласа ялта колхозра ĕçлесе ватăлнисене пенси памалла турĕç. 1966 çултан вара колхозниксене ĕçленĕшĕн кашни уйăхрах ĕç укçи укçан тÿлеме тытăннă. Эх! Мĕн тери пысăк савăнăç пулнă ку ялти колхозниксемшĕн! Нихăçан та ĕмĕтленмен те, пулассăн та туйăнман çакă. Тинех колхозра ĕçлекенсем те алăра «чĕрĕ укçа» тытса курма пуçланин савăнăçне сăмахпа каласа пама та çук. Ĕç укçийĕ малтанлăха пысăках пулман паллах. Каярах  вара колхоз экономики аталанса пынă май, ĕç укçи те çултан çулах пысăкланса пычĕ.

   1975 çулта Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 30 çул çитнине анлăн паллă тунăччĕ эпир. Çав çулта ялта вăрçăра пулнисем  118 çын пурăнатчĕç. Ун чухне вĕсем ватă çынсемех марччĕ-ха ĕнтĕ, аслăраххисем те 70 урлă çеç каçнă, колхозра та ĕçленĕ, обществăлла ĕçсене те хастар хутшăнатчĕç. Ял Совечĕ, Колхоз правленийĕ, Колхоз парткомĕ вĕсене пĕрле пухса юбилей каçĕ ирттертĕмĕр. Пурне те хаклă парнесем панă, асăнмалăх сăн ÿкернĕ. Сăнÿкерчĕкĕсене пысăклатса хăйсене валеçсе патăмăр.  Майăн 9 мĕшĕнче вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăк умĕнче митинг ирттернĕ, чечек кăшăлĕ хунă, Асăну çулăмĕ çутнă. Тăван çĕршыв, Совет правительстви, Парти  ячĕсене асанса хĕрÿллĕ, çулăмлă сăмахсем нумай каланăччĕ хисеплĕ ветерансем. Пурте питĕ савăннăччĕ, нихçан та манмăпăр çакна тенĕчĕ.

   Кăçал хаяр вăрçă Аслă Çĕнтерÿпе вĕçленни 80 çул çитет, юбилей çулĕ. Шел, вăрçăра пулнисем те, тылра ĕçлесе нушаланнисем те вилсе пĕтрĕç. Вăрçă ачисем те питĕ сахал, алăсенчи пÿрнесемпе шутласа кăлармалăх çеç тăрса юлтăмăр. Пăрахмалла та пек туйăнать текех варçă çинчен калаçма, манса каймалла вăрçăна. Анчах юбилейлă вăхăтра хурлăхлă самантсем, йывăр вăхăтсем  пушшех те ытларах аса килеççĕ çав. Çук манма юрамасть хамăр асатте-асаннесен, атте-аннесен, тăвансен паттăрла çулĕсене.

    Пирĕн килте аттене вăрçа ăсатнă чух сăпкара выртнă Валя (Валентина Никифоровна) ÿссе çитсен, ялти вăтам шкулан вĕренсе тухсан, Хусанти Медицина институтне вĕренсе  пĕтерчĕ. Тавайĕнчи район больницинче, каярах Канашри Чугун çул боьницинче нумай çул ĕçлерĕ. Унăн медицинăри ĕç стажĕ  шăпах  50 çул. Халĕ вăл тивĕçлĕ канура, Канашра хĕрĕпе мăнукĕсемпе пурăнать.

                                          

Поделиться:
Распечатать