Тăвай тăрăхě ял хуçалăхлă район пулнăран, производство кăтартăвěсем, уйрăмах çěр ěçěнчисем, çанталăк условийěсенчен сахал мар килнине асăнмасăр иртме çук. çу тăршшěпе мěнле пулнине хак памăпăр, анчах кěрхи уяр çанталăк уйра мěн çитěнтернине ăнăçлă, çухатусăр пухса илме май пачě.
Апла-и е капла-и? Тăвай округěнчи çěр ěçлекенсем пěлтěр пěтěмěшле 28,9 пин центнер е кашни гектартан вăтамран 27 центнертан кая мар тěш тырă туса илчěç. Уйрăм ял хуçалăх предприятийěсемпе хресчен-фермер хуçалăхěсен тырă тухăçě чылай пысăкрах та пулчě, тěслěхрен, çěнçырмари Вячеслав Николаев хуçалăхěн кашни гектартан 40 центнер, Вениамин Николаевăн - 37,5, «Акконд-агро фирма» акционерлă обществăн - 34,9 центнер тата ытти те. Вěт, аккондçăсен ял хуçалăх çěрěсем сахал та мар виçě пин çурă гектар ытла, çак шутра тырă акса тăваканни те пин те икçěр гектар. çěр ěçне çуллен эффективлă йěркелесе пыраканнисен шутěнче çавăн пекех Валентинпа Валерий Грачевсен, Сергей Илларионов, Андрей Моряков, Сергей Михайлов хуçалăхěсем, «Дружба» ял хуçалăх производство кооперативě... Апла пулсан ěç кăтартăвěсем ертӳçěсенчен, специалистсенчен, çěр ěçěнче тӳрремě-нех вăй хуракансенчен хăйсенчен те питě нумай килет. Агрономипе инженери службисен, ку чухнехи технологисен пěлтерěшě пысăк. Удобренисемпе, пысăк тухăçлă çěнě вăрлăхсемпе пěлсе усă курасси ӳс-се пырать. Техника паркě çуллен çěнелет. Иртнě 2024 çулта кăна Тăвай тăрăхěнчи хуçалăхсем 97 миллион та 365 пин тенкěлěх 29 единица çěнě техника тракторсем, çěр ěçлекен, тырă сăвăракан тата типěтекен машинăсем туянма пултарнă. Уйсенче халě пěр вăхăтрах темиçе тěрлě ěç тăвакан, сарлака илекен тата перекетлě машинăсем те ěçлеççě, вěсем тухăçлăха ӳстерме, хăйхаклăха чакарма майсем туса параççě.
Мěн усăллă, малашлăхлă тата перекетлě вěсем кăçал та тимлěх-сěр юлмěç. Халех ěнтě çитес çуракине хатěрленес ěçсем пуçланнă_ хуçалăхсем ырана хăварса пымасăр минераллă удобренисем, элита тырă вăрлăхěсем туянаççě. Февраль тěлне 662,5 тонна е кирлě хисепěн 38,7 проценчě чухлě ансат тата хутăш удобренисем кӳрсе килнě е вěсемшěн укçине куçарса хунă. çак шутра «Акконд-агро фирма» АОн - 75 тонна аммиак селитри тата 69 тонна азофоска, Валентин Грачев ХФХн- 198 тонна аммиак селитри, 99 тонна хутăш удобрени. Вениамин Николаев та чылай туяннă. Хальлěхе сахалрах илнисем те пур. Тыррăн элита вăрлăхěсене ку вăхăт тěлне 20 тонна ытларах кӳрсе хатěрленě, тěпрен илсен, «Акконд-агро фирма» предприятипе Вениамин Николаев хуçалăхě. Кусем пуçламăшě. Ака çывхарса пынă май, кăçалхи тухăçшăн тăрăшса, удобренисем, паха вăрлăх, çунтармалли тата сěрмелли япаласем, тивěçлě техника, тěрлě запас пайěсем туянасси сарăлсах пырě. Тěллев вěт халичченхинчен те ӳсěмлěрех ěçлесси, производство кăтартăвěсене лайăхлатсах пырасси, тулăх пурнăçшăн тăрăшасси. çак шухша тӳрремěнех палăртнă Чăваш Республикин Пуçлăхě Олег Николаев Чăваш Патшалăх Канашне янă çырăвěнче.