Тăвай муниципалитет округěнче те, Пěтěм Раççейри пекех февралěн 8-мěшěнче йěлтěрçěсен пысăк уявě иртет. Ăна Аслă çěнтерӳ пулнăранпа 80 çул çитнине халалланă. Мероприяти «Аль» спорт шкулěн территорийěнче, (Тăвай ялě, Чапаев урамě, 20-мěш çурт) февралěн 8-мěшěнче 10.00 сехетре уçăлать. Унта ача садěнчи шăпăрлансенчен пуçласа аслă ӳсěмрисем таран хутшăнма пултараççě.