1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Среда, 26 Март 2025 г.
7 февраля 2025 г. 13:08

Хÿтĕлевçĕсене хÿтĕлетĕр

 

Пенсионерсемпе ялти хĕрарăмсем ятарлă çар операцийĕ валли сетка тĕревĕсем çыхаççĕ, плащсемпе утиялсем çĕлеççĕ, «арçури» тумĕсем янтăлаççĕ.

Материалсене ял старости Любовь Кириллова тупса пама тăрăшать. Иртнĕ çулхи пĕтĕмлетÿсемпе Чăваш Енри чи лайăх старостăсен конкурсĕнче 4-мĕш вырăна тухнă вăл, Чăваш Ен Пуçлăхĕ аллинчен Тав тунине тивĕçнĕ. Канаш хулинчен япаласем илсе килме е кирлĕ çĕре çитерме машинăпа Евгений Косов, Сергей Лавров пулăшаççĕ. Зинаида Коровина, Анна Цапина, Наталия Полячихина, Ольга Наумова, Галина Пугачева, Валентина Лаврова канмалли кунсемсĕр пуçне куллен ыркăмăллăх ĕçĕнче. «Кăнтăрлаччен килти ĕçсене тăватпăр та клуба васкатпăр. Пĕрле ĕçленĕрен вăхăт иртнине те сисместпĕр. Пурте ырă кăмăлпа çÿретпĕр, çĕнтерĕве çывхартас тетпĕр.

«Сирĕн пархатарлă ĕçĕр — питĕ хаклă»,— тени татах та хавхалантарать»,— теççĕ.

Валентина ЛАВРОВА, кĕмĕл волонтер, Мучар ялĕ

Поделиться:
Распечатать