1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 22 Февраль 2025 г.
7 февраля 2025 г. 9:17

Малашлăха хыт утăмлăн талпăнатпăр

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăри Патшалăх Канашне янă Çырупа паллаштарчĕ. Пиллĕкмĕш хутчен ĕнтĕ çак ĕç-пуç иртрĕ. Ăна çулталăк пĕтĕмлетĕвĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Унсăр пуçне, паллах, çак мероприятире Чăваш Ен аталанăвĕн çĕнĕ комплекслă программипе паллаштарни те пулчĕ. Олег Алексеевич ăна «стратегисен стратегийĕ» тесе палăртрĕ.

Кăçалхи çыру нихçанхинчен вăрăм пулнине те палăртас пулать, мĕншĕн тесен вăл пĕр сехет çурă пычĕ. Ăна залра ларакансем çеç мар, тĕнчен кирек мĕнле кĕтесĕнче пурăнакан çын та тăнлама пултарчĕ. Тӳрĕ эфирсенче трансляци йĕркеленĕ. 
Олег Николаев палăртнă тăрăх, 2025 çула Чăваш Республики хыт утăмлă кĕчĕ. Пĕлтĕр пирĕн чăваш çĕршывĕ курăмлă кăтартусем тума пултарчĕ. Çакă, чи малтанах, наци проекчĕсене ăнăçлă пурнăçланипе çыхăннă. Раççейре ку енĕпе пирĕн республика, яланхиллех, малтисен ретĕнче пырать. 2020 çултан пуçласа Чăваш Енри пĕтĕм продукт калăпăшĕ 2 хута яхăн ӳснĕ. Хамăр тăрăх бюджечĕн тупăш пайĕ те 2,1 процент ытла ӳснине каламалла. Республика хыснине килекен кашни тенкĕрен 68 пусне Чăваш Ен хăй туса илет. Çакă пирĕн тăрăхра экономика аталанăвĕн стратегийĕ, промышленноç политики тата ял хуçалăх промышленноçĕн комплексĕ ăнăçлă ĕçленине çирĕплетет.
Иртнĕ пилĕк çулта республикăра вăйлă строительство ĕçĕсем пур-нăçланнине каламалла: çĕнĕ шкулсем, ача сачĕсем, пульницасемпе сыватмăшсем, спорт тата социаллă инфратытăм объекчĕсем. 
Ятарлă çар операцине хут-шăнакансене тата вĕсен çемйисене тĕрев парассине те Чăваш Ен пысăк тимлĕх уйăрать. Ку тĕлĕшпе ятарлă пулăшу программисем те пурнăçа кĕреççĕ. Муниципалитетсенче те ĕç хĕрӳ пынине палăртмалла. Халăх пуçарёвĕсем çине таянса иртнĕ пилĕк çулта Чăваш Енри тĕрлĕ округра 5 пин ытла проект пурнăçланă. Ял хуçалăх тытăмĕ тĕпрен çĕнелни те куçкĕрет. 4 пин ытла ĕç техники туяннă, хăмла туса илес ĕç çĕнĕрен вăй илн..
Çул-йĕр ыйтăвĕ те Чăваш Енре çивĕч пулма пăрахрĕ, çĕнĕ магистральсем те тăваççĕ, пуррисене те юсасах тăраççĕ. М-12 аслă çула тунă май, ун çумĕнчи çулсене йĕркене кĕртесси пушшех те пĕлтерĕшлĕ пулса тăнă.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Республикăри халăха диспансеризаци пирки манмалла маррине те аса илтерсе хăварнă. Ял тăрăхĕсенче пурăнакан арçынсен пысăк пайĕ, тĕслĕхрен, пульницана тĕрĕсленме çӳреме юратсах каймасть. Çавăнпа та Олег Николаев чăваш хĕрарăмĕсене ку ĕçре пулăшма чĕнсе каланă. «Мăшăрăрсене пульницана илсе каймалла, чылай чире пуçламăш тапхăртах тупса палăртма пулать, çапла майпа пурнăç пахалăхне те, ĕмĕр тăршшĕне те вăрăмлатма пулать», - тенĕ Пуçлăх. 

Поделиться:
Распечатать