1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 22 Февраль 2025 г.
7 февраля 2025 г. 9:24

ПАТТĂРА СУМА СУСА

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе кăçал 80 çул çитет пулин те, унăн суранĕсем нихăçан та туллин иртсе каяс çук пек туйăнать. Хамăр паттăрсене пĕлни, вĕсем мĕн тӳссе ирттернине асра тытни пуласлăхра пире çакнашкал инкексенчен сыхласа хăварасси те иккĕлентермест.
Тăвай çĕрĕ яланах питĕ тухăçлă пулнă. Пирĕн ентешсем тĕнчене ылмаштарма пултарнă çынсем. Çав вăхăтрах, пирĕн хушăран Паттăрсем те сахал мар тухнă. Вĕсенчен пĕри Кармал ялĕнче çуралса ӳснĕ Николай Афанасьев. Вăл хăйĕн ӳчĕпе тăшман амбразурине хупласа нумай салтак пурнăçне çăлса хăварнă.
Паянхи кун Тĕмерти вăтам шкул Николай Афанасьев ячĕпе хисепленет, çак сумлă ята тивĕçлĕ çӳллĕ шайра тытса пырать, унта пĕлӳ илекенсене Тăван çĕршывăмăра юратма вĕрентсе ӳстерет. Çак кунсенче Тĕмер шкулĕнче Николай Афанасьев Паттăра халалласа нумай ĕç-пуç иртрĕ. Вĕрентекенсем те, ачасем те çак хăюлăх тĕслĕхне аса илеççĕ. Çакна та палăртмалла, мероприятисене паттăрăн тач тăванĕ Елизавета Толмашенко та хутшăнать.
Çак кунсенче кăна-ха, тĕслĕхрен, йăлари виçĕ енлĕ ăмăрту пулса иртрĕ. Тăвай тăрăхĕнчи шкулсен ушкăнĕсем пневматика пăшалĕнчен перессипе, магазина тултарса пушатассипе, пăшала пуçтарса салатассипе тупăшрĕç.
Ачасем пурте маттур пулнине палăртмалла, анчах Тăрмăш шкулĕнче пĕлӳ пухакансемпе никам та танлашаймарĕ. Иккĕмĕш вырăна П. Х. Бухтулов Паттăр ячĕпе хисепленекен Тăвайри шкул, виççĕмĕшне вара Н. Афанасьев ячĕпе хисепленекен Тĕмер шкулĕ тата Çĕнĕ Пуянкассинчи вăтам шкул йышăнчĕç.
Мала тухнисене, уйрăмах палăрнă ачасене ятарлă хисеп хучĕсемпе, медальсемпе тата пылак парнесемпе хавхалантарнă. Çĕнтерӳçĕ шкула вара куçса çӳрекен Кубокпа та чыс тунă.
Поделиться:
Распечатать