2025 çула Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.В.Путин Çĕршыв хÿтĕлевçин çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ тата совет халăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалланă.
Çак кунсенче Чутейри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта «Пирĕн пĕрлĕхре — Çĕнтерÿ никĕсĕ» историпе патриотизм форумĕ иртнĕ. Унта хамăр ентешĕн В.С.Григорьевăн «Сила народных традиций: жизнеутверждающая миссия взаимопомощи» кĕнекине сÿтсе явнă.Шкул хăни — истори наукисен докторĕ, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн профессорĕ Валерий Сергеевич Григорьев авалтанпах Раççее пĕрлештерекен халăх йăли-йĕркисене тарăннăн уçса панă.
Кăмăл-сипет хаклăхĕсем çинче чарăнса тăнă май, Валерий Сергеевич пирĕн халăхри çак пахалăхсене хĕвеланăçри идеологсем путлантарасшăн пулнине пĕлтернĕ.
Вĕренекенсемпе, учительсемпе, библиотекарьсемпе, вырăнти хăй тытăмлăх представителĕсемпе, волонтерсемпе тĕл пулса, хăйĕн «Халăх йăли-йĕркисен вăйĕ» («Сила народных традиций») ятлă монографипе паллаштарнă. Ку кĕнекере хаяр та йывăр тĕрĕслев çулĕсенче халăх пĕрлĕхĕн тĕслĕхĕсене историллĕ нумай фактсемпе çирĕплетнĕ.
Валерий Сергеевич ялти кĕмĕл волонтерсене Тăван çĕршыва чунтан парăннăшăн тата ятарлă çар операцийĕ палăртнă тĕллевсене пурнăçлама пысăк тÿпе хывнăшăн тав тунă.
«Пĕр тĕллевпе ĕçленипе эпир вăйлă, пирĕн пĕрлĕхе никам та аркатаймĕ»,— палăртнă форума хутшăннисем.
Пухăннисем умĕнче учитель-ветерансем — Е.К.Медведева, З.Н.Иванова, территори уйрăмĕн начальникĕ Д.В.Белов тухса калаçнă.
Активистсем куллен маскировка тетелĕсем, «арçури» костюмĕсем, нашлемниксем çыхни, окоп тата кăвайт чĕртмелли çуртасем туни, гуманитари пулăшăвĕ пухни çинчен каласа панă.
Юлашкинчен В.С.Григорьев профессор хăйĕн кĕнекине ялти библиотекăна, шкула, волонтерсене парнеленĕ. Шкул ачисен, учительсен, килнĕ хăнасен ячĕпе Н.С.Куракина педагог истори наукисен докторне Валерий Сергеевича тав тунă, ĕçре тата та пысăк çитĕнÿсем тума суннă.
Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсен «Пурте фронт валли! Пурте çĕнтерÿ валли!» лозунгĕ халĕ нихçанхинчен те актуаллă. Тĕлпулăва пухăннисене пурне те çакă ăнланмалла та чĕрене çывăх пулнă.
Наталья КУРАКИНА, Зинаида ИВАНОВА