1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 22 Февраль 2025 г.
7 февраля 2025 г. 12:00

Вăрмар хутлăхĕ Тăвай енпе çывăх

 

Тăвай районĕ 90 çул тултарнă май, Вăрмарсем кÿршĕсемпе тахçантанпах пĕр-пĕринпе туслă, килĕштерсе пурăннине палăртас килет. Хăй вăхăтĕнче колхоз-совхозсем ăмăртса ĕçленĕ, пĕр-пĕрин опычĕпе ĕçре усă курнă. Çак туслăх ĕлĕкрех, XX ĕмĕрте техникăпа наука ĕмĕрĕ хуçаланма пуçличчен, çирĕпрех те, ăшăрах та пулнă пулĕ. Халăх çуран е лавпа çÿренĕ чухне кÿршĕллĕ ялсенчи çынсене палланă е пĕлсе тăнă, вĕсемпе тачăрах хутшăннă. Хамăн статьяра çакна культурăпа вĕрентÿ енĕпе çыхăнтарса кăтартас терĕм.Акă, Валентина Элпи Вăрмар енри Кавал ялĕнчи шкулта сакăр çуллăх пĕлĕвне илме Кивĕ Пуянкассинчен куллен пĕр енне кăна 20 çухрăм çуран утать, хĕллехи вăхăтра хваттерте пурăнать, вырсарникунсенче каллех тăван яла 20 çухрăм такăрлатать. Çул çинче кама кăна тĕл пулман, мĕнле кăна сăнлăха асра хăварман... Каярахпа вĕсем кĕнекисене илемлĕн ÿкерчĕкленсе кĕнĕ-çке! Кун пирки Валентина Андреевна тĕл пулмассерен ăшшăн кулса аса илетчĕ.

Акă тата Роза Николаевна Петрован ăраскалĕ. Вăл Тенеялĕнчен вăтам пĕлÿ илме Шăхаль ялне çÿренĕ-çке! Арапуç ялĕнчи вăтам шкулта вĕрентÿçĕре 14 çул ĕçленине те ырăпа кăна аса илет педагогика ăслăлăхĕн кандидачĕ. Сăхăтпуçĕнчи поэт, тĕпчевçĕ Вениамин Тимаков аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн Шăхаль шкулĕнче ачасене вĕрентсе пурăннине палăртсах калатчĕ. Кун пек тĕслĕхсене татах та асăнма пулать. Çапах та эпĕ Вăрмарсемпе тăвайсене И.Я.Яковлевăн пархатарлă ĕçĕсем те çывăхлатни пирки пусăмлатсах каласшăн.

Николай Прохорович Хаймуллин (Лачкасси) (сăн ÿкерчĕкре) Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн- че 1911—1916 çулсенче вĕреннĕ. Тăвай енĕн хисеплĕ çынни çав çулсене аса илсе çапла çырнă: «Чăваш халăхĕн Просветителĕ Иван Яковлевич Яковлев хăйĕнчен те, вĕренекенĕсенчен те питĕ çирĕп ыйтать. Анчах инкеке лекнĕ çыннăн хуйхи-суйхине чĕри патне илетчĕ. Кăна эпĕ хампа пулса иртни тăрăх та лайăх пĕлетĕп: 1914 çулхи март уйăхĕнче, эпĕ 3-мĕш класс ачи, йывăр чирлерĕм. Шкул тухтăрĕ, Шостак, мана лайăх апат-çимĕç, уçă сывлăш кирли пирки пĕлтерчĕ. Çанталăк ăшăтсан, апрель уйăхĕнче, Иван Яковлевич мана лайăх апатланса сывалса çитме тесе шкулăн ял хуçалăх фермине ячĕ.

Çак фермăна Иван Яковлевич хăй ачине юратнă пекех юрататчĕ. Кунта туса илекен çимĕç шкулти столовăя каятчĕ. Фермăри ĕçсене пĕтĕмпех ачасем пурнăçлатчĕç, çапла вĕсем уй-хир, пахча-сад, выльăх-чĕрлĕх пăхса ÿстерес ĕçе хăнăхатчĕç. Çак фермăра мана ытти воспитанниксенчен ытларах сĕт паратчĕç. Таса сывлăш, çурхи хĕвел ăшши, илемлĕ çут çанталăк — курортри пекехчĕ. Çак «курортра» икĕ эрне пурăнса сывалса çитрĕм те шкула таврăнтăм...».

Чĕмпĕрти шкултан вĕренсе тухса учитель свидетельствине илнĕ çамрăк вĕрентÿçĕ шкулта ĕçлет. Салтакра пулать, Граждан вăрçине хутшăнать. Унтан каллех вĕрентÿçĕре тăрăшать.

Н.П.Хаймуллин аса илĕвĕнчен:

«... Шкултан вĕренсе тухсан халăх учителĕсем пулас ĕмĕтпе çунаканскерсем, хамăра обществăпа политика ĕçне те хатĕрленме тивĕç тесе шутлаттăмăр. Хамăрăн кăмăла тата пултарулăха кура кашнин хăйне ĕç суйламаллаччĕ. Манăн тивĕç — халăх сывлăхне сыхлас тата юридици енĕпе хатĕрленессиччĕ».

Чăнах та, 1923 çулта Николай Прохорович патшалăхăн тĕрлĕ ĕçĕсенче тăрăшать. 1927 çулта Чăваш АССРне районласси пуçлансан Çĕрпÿ уесĕн Çĕр управленийĕн пуçлăхĕ пулса ĕçлекен Н.П.Хаймуллина Вăрмар тăрăхне районлас ĕçе шанаççĕ. Кунта вăл комисси председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлать. Вăрмар районĕн Хисеп кĕнекинче çырнинчен: «Н.П.Хаймуллин 1927 çулхи сентябрь уйăхĕччен Вăрмар районне йĕркелес ĕçре комисси председателĕ пулса тăрăшнă. Октябрь уйăхĕн-че ăна районти Советсен съездĕнче Вăрмар райсовет депутачĕсен ĕç тăвакан комитет председательне суйланă, çак должноçра вăл 1927—1929 çулсенче ĕçленĕ».

Вăрмар районне йĕркелес ĕçсене тивĕçлĕ шая çитерсен (хура ĕçсене туса пĕтерсен) Н.П.Хаймуллина яваплăрах та яваплăрах вырăнсене куçараççĕ. Тĕрлĕ çĕрте ĕçлет вăл. Сывлăхĕ начарлансан çеç тăван тăрăха таврăнать. Кунта та инвалид тесе ĕçсĕр лармасть — ял халăхĕ Лачкассинчи колхоз председательне суйлать.

«... Çапла аталанса, тĕрекленсе пынă Вăрмар районĕ йĕркеленĕвĕн малтанхи çулĕсенче. Вăрмар районĕнчи ĕç çыннисем вăл вăхăтра хастар ĕçлерĕç, ял хуçалăхĕпе промышленноçа малалла аталантарассишĕн пĕтĕм вăйне хучĕç, нихăçан та асран каяс çук çав хĕрÿ тапхăрта Вăрмарта ĕçленĕ çулсем... Тăван район пулса тăнăччĕ вăл маншăн. Анчах та парти хушнипе манăн урăх ĕçе куçмалла пулчĕ»,— аса илнĕ Н.П.Хаймуллин. Çапла вара И.Я.Яковлев вĕренекенĕ пирĕн районта пултарулăхĕпе те, тăрăшулăхĕпе те палăрса юлнă (Н.П.Хаймуллин асаилĕвĕсем Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи И.Я.Яковлев музейĕн фондĕнче упранаççĕ — авт.).

Тăвай тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ тепĕр сумлă çын пирки те каласа хăварассăм килет. Вăл 1874 çулта Çăлпуç ялĕнче çут тĕнчене килнĕ Семен Михайлович Михайлов (сăн ÿкерчĕкре). 1886—1890 çулсенче Чăваш шкулĕнче вĕреннĕ хыççăн, учитель свидетельствине илнĕ пулин те, пĕлĕвне малалла тăсас тесе Чĕмпĕрти духовнăй семинарие кĕресси пирки И.Я.Яковлевпа канашлать. Вĕрентекенĕ çак шухăша ырлать. Мĕншĕн тесен семинарирен вĕренсе тухсан малалла университета е академие кайма май пулнă. Анчах та йĕрке тăрăх учителĕн икĕ çул шкулта ĕçлемелле! Мĕн тумалла? Питĕ лайăх вĕреннĕ тесе, малашлăхĕ пысăккине палăртса, Иван Яковлевич С.Михайлова семинарие вĕренме кĕме пулăшать. Кунта 6 çул вĕренме тивнĕ. Семинаристсем Чăваш шкулĕн общежитийĕнчех пурăннă. Çавăнпа И.Я.Яковлев хăйĕн вĕренекенĕсем пулнă çамрăксен ĕçĕ-хĕлне пĕлсе тăнă. 1897 çулта семинарирен вĕренсе тухсан С.Михайлова Çĕрпÿ уесĕнчи Патти чиркĕвĕн священникĕнче тата земство училищин заведующийĕнче ĕçлеме уйăраççĕ. Прихута кĕрекен ялсенчи шкулсене тĕрĕслесе пăхса тăрасси те унăн тивĕçех шутланнă. Семен Михайлович лайăх вĕрентÿçĕ пулнине Патти тата Чупай ялĕсенчи ватă çынсем каласа панисене чылай илтнĕ эпĕ. Вĕсем хăйсен ашшĕ-амăшне Паттири земство училищинче аван вĕрентнине, çакă вĕсене малалла пĕлÿ илме хавхалантарнине каласа панăччĕ. Тата Семен Михайлов священник пулас чăваш композиторне С.М.Максимова чиркÿре шыва кĕртнине пĕлтерсе хăварам.

1915—1918 çулсенче С.М.Михайлова Хусанта тăнă 84-мĕш пехота дивизийĕн çар священникĕ пулма уйăраççĕ. 1923 çул Шупашкар епископĕн санне параççĕ. Анчах инкекĕсем тупăнсах тăраççĕ. Чиркÿ çыннисене хĕсĕрлеме пуçласан ăна ссылкăна яраççĕ, апла пулин те вăл хăй суйланă сăваплă çул-йĕртен пăрăнмасть: тĕрлĕ çулсенче епархисен епископĕ тата викарийĕ пулать. 1939 çулта ватлăхне кура канăва тухать, тăван тăрăха таврăнать. Ачалăхри тата çамрăклăхри асаилÿсемпе нумаях пурăнаймасть вăл — ăна каллех тĕн çынни пулнине, çĕнĕ пурнăçшăн сиенлĕ, юрăхсăррине аса илтереççĕ, 1940 çулхи сентябрь уйăхĕнче арестлеççĕ те 5 çула Красноярск тăрăхне ссылкăна ăсатаççĕ. Тертпе нуша, выçлăхпа асап 69 çулхи арçынна йăлтах çапса хуçнă — Семен Михайлович Михайлов 1943 çулхи майăн 14-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлнă.

И.Я.Яковлев Вăрмар ене темиçе те килнĕ. Шкулсене тĕрĕсленĕ, хăйĕн вĕренекенĕсен çитĕнĕвĕсемпе савăннă (кун пирки «Письма», «Из переписки», «С думой о народном просвещении» кĕнекесенче вуласа пĕлме пулать — авт.). Кивĕ Вăрмар ялĕнче Константин Ефимов хресчен хăйĕн килĕнче шкул уçни пирки вăл «Тĕлĕнмелле шкул» тесе каланă. 1888 çулта хресченсем хушшинче çĕршĕн сиксе тухнă хирĕçÿ-шĕн хăрушă айăплава сирес тесе те тем пекех тăрăшнă. Шел, И.Я.Яковлев пирĕн тăрăхра пулнине палăртса хывнă нимĕнле паллă та çук — кунта вăл шкул уçманнишĕн-ши? Çапах та Вăрмар енрен Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕренсе тулли курс пĕтернисен шучĕ 24 çын пулнине савăнсах пĕлтертĕм. Ку йыш тата та пысăкрах пулмаллаччĕ, вĕренме кĕнисем ытларах та вĕт, шел вĕсен вĕренĕвĕ тĕрлĕ сăлтавпа вăхăтсăрах вĕçленнĕ. Малалла Тăвайри икĕ класлă шкулта пĕлÿ илнĕ хыççăн Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ вăрмарсем пирки каласа кăтартасшăн.

«... Эпĕ 1899 çулта Арапуçĕнчи чиркÿ прихучĕн шкулне вĕренме кĕтĕм. Пуçламăш пĕлÿ илсен 1903 çул Тăвайĕнчи икĕ класлă училищĕне кайрăм. Кунти вĕренÿ лайăх лару-тăрура пычĕ, вĕрентекенĕсем ырă кăмăллăччĕ, пире малалла ăс-тăн пухма хавхалантаратчĕç. Ку училищĕн традицийĕсем çирĕп- ленсе çитнĕччĕ. Ара, Иван Яковлевич Яковлев хăй Тăвайне темиçе те килсе кайнă вĕт, вĕрентÿ мĕнле пынине тĕрĕслесех тăнă. Училищĕрен 1905 çулта вĕренсе тухрăм. Çав çулхинех Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче экзамен тытнă хыççăн 1-мĕш класра вĕренме тытăнтăм. Чиркÿ прихучĕн шкулĕнчен вĕренсе тухнисене малтан хатĕрленÿ класне йышăнатчĕç, вĕсен унта икĕ çул пулмаллаччĕ, унтан тин вĕсене 1-мĕш класа илетчĕç. Мана телей тиврĕ — эпĕ Тăвайри икĕ класлă училищĕрен вĕренсе тухнă-çке. Экзаменсене питĕ лайăх парсан, хăшĕ-пĕрисене тÿрех иккĕмĕш класа илетчĕç. Хатĕрленÿ класĕнчен пирĕнпе пĕрле вĕренме тата темиçе ача хушăнчĕ. Вĕсенчен пĕри пулас поэт К.В.Иванов пулчĕ...»,— çапла çырнă Арапуç ялĕн çынни Александр Никифоров биографийĕнче. Вăл çырса хăварнă автобиографиллĕ асаилÿ И.Я.Яковлев эткерне тĕпчеме питĕ хаклă çăлкуç шутланать.

Семен Павлович Павлов — Энĕшпуç ялĕн çынни. Чиркÿ прихучĕн шкулĕнче икĕ çул вĕреннĕ хыççăн ашшĕ ăна Паттие земство училищине илсе каять. Кунтан вăл Мухтав хучĕпе вĕренсе тухать. Малашне хăй пурнăçне хресчен ĕçĕпе çыхăнтарма шутлать, ашшĕ çакна пĕлсен çиленсех каять.

С.П.Павлов асаилĕвĕнчен: «Атте мана: «Апла малалла вĕренес теместĕн?»— тесе ыйтрĕ. «Çук!»,— терĕм эпĕ хăюсăртарах. — Вара мĕн? Чăпăркка-и?» Атте куçĕпе чăпăркка çине тĕллесе: «А мĕн тесе шутлатăн?» Çапла эпĕ Тăвайри икĕ класлă училищĕре вĕренме пуçларăм. Малтан вĕренес килменни часах иртсе кайрĕ. Мĕншĕн тесен, Тăвайра питĕ лайăх лару-тăрура вĕрентĕм. Матвей Тихонович Борисычев учитель аван пĕлÿ паратчĕ, Турă саккунĕсене Гаврил Спиридонов священник хăнăхтаратчĕ. Вĕренÿре пĕр йывăрлăх та курмастăм, хĕсĕрлени те пулман. Пĕр партта хушшинче Енĕш Нăрваш ачипе Степан Максимовпа лараттăмăр. Вăл тăрăшуллă ачаччĕ. Иксĕмĕр те Чĕмпĕрти чăваш шкулне кайма шутларăмăр. Тĕрĕссипе, атте мана çавăнта вĕренме ярас пирки темиçе те каланăччĕ, çав шухăша хамăр ялти чиркÿ священникĕ Петр Васильев та ырлатчĕ. Хăй 12 çул Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче ĕçленĕ пирки каласа пани те мана малалла вĕренме Чĕмпĕре кайма хавхалантарчĕ. Ĕмĕтĕм тулчĕ — эпĕ Чĕмпĕрте учительсем хатĕрлекен чăваш шкулĕн-че пĕлÿ илтĕм, кунта И.Я.Яковлева час-часах курнă, «Нарспи» авторне К.В.Иванова пĕлнĕ» (Асаилÿ Энĕшпуçĕн- че пурăнакан А.Ефимова патĕнче упранать,— авт.).

С.П.Павловăн пурнăç çулĕ çапла пулнă: ялти шкулта вĕрентÿçĕре ĕçленĕ, Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине хутшăннă, вырăс салтакĕсен экспедици корпусĕнче тăрса Францие çитнĕ. Граждан вăрçи вăхăтĕнче Раççее таврăнма май пулманран Болгарире тĕпленнĕ, иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче тăван çĕршыва таврăннă. Йĕпреç поселокĕнчи сĕтел-пукан фабрикинче конструкторта ĕçленĕ.

Патти ялĕн хĕрĕ Мария Павловна Павлова Чĕмпĕрти чăваш шкулне вĕренме кĕмешкĕн экзаменсем пама ирĕк ыйтнинче çапла çырать: «... Ялти земство шкулĕнчен вĕренсе тухсан эпĕ Тăвайри икĕ класлă училищĕре пĕлÿ илтĕм. Пире Матвей Тихонович Борисычев учительпе Гаврил Спиридонов священник лайăх пĕлÿ пачĕç, малалла вĕренме çул уçрĕç, хавхалантарчĕç...» Мария Павловна Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче 1905—1909 çулсенче вĕреннĕ, ĕмĕрĕпех шкулсенче вĕрентÿçĕре тăрăшнă.

Урнар ялĕн çынни Николай Христофорович Христофоров тăван ялĕнчи пуçламăш шкултан вĕренсе тухсан Тăвайри икĕ класлă училищĕре пĕлÿ пухнă. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче 1913—1919 çулсенче вĕреннĕ. Учитель Свидетельствине ăна И.Я.Яковлев хăй алăран тыттарнă, тăван халăхшăн ĕçлеме ырă суннă. Чăнах та, Николай Христофорович ĕмĕр тăршшĕпех шкулсенче вăй хунă, ырă ята тивĕçнĕ.

Асăннă тĕслĕхсемсĕр пуçне Тăвайри икĕ класлă училищĕре тĕрлĕ çулсенче Вăрмар тăрăхĕнчен тата ытти çынсем те вĕренме пултарнă. Ку ыйтăва тĕпчесе пĕтернĕ теме çук-ха. Çапах та палăртсах калар: çак пĕлÿ çурчĕ вăрмарсемшĕн çеç мар, таврари ытти районсемшĕн те пур енĕпе те кăтартуллă пулнă. Паллах, чи малтан шкул çуртне тÿрремĕнех И.Я.Яковлев хутшăннипе хăпартнăран та, кунта пултаруллă вĕрентекенсем ĕçленĕрен те. Шел, тăвайсем истори палăкне упраса тăрайман.

Темиçе çул каялла Вăрмар таврапĕлÿçисем Енĕш Нăрваш ялĕнче пулнăччĕ. И.Я.Яковлев пулăшнипе уçăлнă шкул çуртĕнче питĕ пуян та илемлĕ экспозици йĕркеленĕшĕн музей ертÿçине В.В.Петрова тем пекех тав сăмахĕ каланăччĕ. Паллах, чăваш халăхĕн Просветителĕн И.Я.Яковлевăн пархатарлă ĕçĕсене çапла кăтартма пултарнишĕн кам савăнмĕ?! Вăрмарсене те, тăвайсене те хаклă сăнар çапла çывăхлатать те...

Василий ЦЫФАРКИН, Вăрмар округĕ (Сăн ÿкерчĕкĕсем автор архивĕнчен)

Поделиться:
Распечатать