1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Среда, 2 Апрель 2025 г.
17 марта 2025 г. 9:23

Аслă типĕ пуçланнă

 

Пушăн 3-мĕшĕнче аслă типĕ пуçланнă. Вăл ака уйăхĕн 19-мĕшĕччен пырĕ. Типĕ вăхăтĕнче мĕн тума юрамасть;

Кăмăл-сипет тата апатлану тĕлĕшпе типĕ тытма пулать. Пĕрремĕшĕ - усал шухăшсенчен, сăмахсенчен пăрăнни. Иккĕмĕшĕ - типĕ апат кăна çини. Анчах иккĕшĕ пĕр-пĕринпе çыхăннă. Типпе кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен пăхăнманни - диета кăна.

Аслă типĕ вăхăтĕнче пурнăç пирки тĕплĕн шухăшламалла, шавлă мероприятисене кайма тăрăшмалла мар. Ку - чуна тасатмалли, аталанма чаракан йăласенчен, шухăшсенчен пăрăнмалли вăхăт. Турра ĕненекенсен 40 кун питĕ вăйлă кĕлтумалла, çылăхсене каçарттармалла. Çакна ăнланмалла: Турă умĕнче чунран ÿкĕнмесен типĕ тытнин пĕлтерĕшĕ çухалать, вăл диетăна пăхăннă пек кăна пулса тухать. Çак тапхăрта ытлашши информацирен хăтăлма, социаллă сетьсенче вăхăта пустуй ирттересрен пăрăнмалла. Типĕ вăхăтĕнче ача тĕне кĕртме юрать, акафистсем вуламалла, вилнисемшĕн кĕлтумалла. Тăтăшах çылăх каçарттармалла.

Аслă типĕри пĕрремĕш эрне - чи çирĕппи. Турра ĕненекенсем ку тапхăрта шывпа, çăкăрпа пурăнаççĕ. Анчах кун валли çирĕп сывлăх кирлĕ, çавăнпа ăна пурте пăхăнаймаççĕ.

Астăвăр: типĕ тытнине диета вырăнне йышăнмалла мар. Какайсăр, сĕт-çу таврашĕсĕр пурăнма йывăр тăк вĕсенчен çине тăрсах пăрăнмалла мар. Чи кирли - чунпа тасални, ÿкĕнни. Вăраха кайнă чирсемпе, чĕрепе юн тымарĕсен, апат ирĕлтерекен тытăм чи- рĕсемпе нушаланакансен типĕ тытмасан та юрать.

Поделиться:
Распечатать