1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Среда, 2 Апрель 2025 г.
17 марта 2025 г. 9:14

Çĕнĕ кĕнекесемпе паллашрĕç

 

Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче Тăвайри çĕнетнĕ библиотекăра Владимир Шакров, Василий Александров, Лаврентий Данилов, Владимир Федоров, Владислав Пастухов тата ытти таврапĕлÿçĕсем вулакансемпе тĕл пулчĕç. Тăвай округĕн литература тĕнчинче пысăк пĕлтерĕш- лĕ пулăм - кĕнеке презентацийĕ иртрĕ.

Владислав Пастухов-Анаткас «Раççей-аннемĕре пуç тайса» тата «Шахматы и шашки - самые мудрые игры» ятлă икĕ çĕнĕ кĕнекипе паллаштарчĕ. Малтанах çыравçă ĕçĕ-хĕлĕ çинчен, унтан шашкăпа шахмат тĕнчинчи педагог ĕçĕ пирки сăмах пуçарчĕ. Çĕнĕ кĕнекинчи сăввисене вуларĕ.

Лаврентий Данилов, Василий Александров, Владимир Шакров, Владимир Федоров тата ялсенчи библиотекăсенче ĕçлекенсем Владислав Пастухов паллă çынсем çинчен хайланă сăввисем ăнăçлă пулса тухнине палăртрĕç, ăшшăн саламларĕç. Çĕнĕ сăвăсен кĕнекине пахаланă май, çитĕнÿсем сунчĕç.

Поделиться:
Распечатать