Çĕрулми-2025» куравра ку хутĕнче 17 регионтан килнĕ 83 компани пулнă. Куравăн ĕçлĕ пайне Беларуçран тата Казахстанран килнĕ хăнасем те хутшăннă.
Çĕрулми вăрлăхне 55 тонна сутнă. Раççейĕн тата ют çĕршывсен селекцийĕн 19 сорчĕ - суйламалăх пур. Иккĕмĕш çăкăртан хатĕрленĕ 100 ытла блюдо дегустацийĕ пурне те килĕш- нĕ. Унсăр пуçне Чăваш Енре туса кăларакан чипссем пулнă.