Тăвай енре пурăнакансемпе хăнасем округ центрĕнчи культура çурчĕ умĕнчи çутă та хăтлă сквера пухăнса уявсене ирттерме кăмăллаççĕ. «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проекчĕ халĕ «Пурнăç инфратытăмĕ» ятпа пурнăçланать.
Кăçал хĕле ăсатмалли уяв мартăн 8-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕнче, наци проекчĕн витĕмĕпе çĕнетнĕ вырăнта иртрĕ.
Çут çанталăкăн хăйĕн тĕлĕнтермĕшсем, кăçал хĕл сивви пит-куçа чĕпĕтсе хăйĕн вăйĕпе хăратаймарĕ, юр кĕрчĕсем те курăнсах каймарĕç.
Тăвай муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов пухăннисене ырă йăла-йĕркепе Хĕле ăсатнипе пĕрлех этемлĕхĕн черчен çуррине - аннесемпе асанне-кукамайсене, хĕр-упраçсене уявпа ăшшăн саламларĕ. Округра пулса иртекен улшăнусенче хĕрарăмсен тÿпи пысăккине палăртрĕ. Ĕçре çитĕнÿсем, пултарулăхра хавхалану, çемьере юрату тата тăнăçлăх, çирĕп сывлăх сунчĕ.
Çуркуннене мухтаса юрласа-ташласа, выляса-кулса культура ĕçченĕсем, шерепеллĕ хитре тутăрсем çыхнă хĕрарăмсем сцена умĕнчи лапамра вăйă картине тăчĕç.
Театрализациленĕ представленире Хĕле майлисем Çуркуннене хăратса та пăхрĕç, арчана та питĕрсе хума хăтланчĕç. Сар хĕвел хăйĕн пайăркине сапаласан Çуркунне Хĕлĕн кайма вăхăт çитнине систерчĕ.
Пур çĕрте те тутлă икерчĕ-пе тата шашлăкпа сăйланма май пулчĕ. Икерчĕсен куравĕпе тĕлĕнтерчĕç тăвайсем. Чутейри Т.Юркина сыр ăстин çимĕçĕсем те пулчĕç суту-илÿре. Юнашарти Вăрмар округĕн- чен те килнĕ тăвайсене савăнтарма. Уйрăм предпринимательсем, «Тăвайри кооператив» потребобщество сутуçисем вырăнта хатĕрленĕ таварсене сĕнчĕç.
Нăрвашсем сăмаварсен куравне хатĕрленĕ. Тăвай округне йĕркеленĕренпе 90 çул çитнине халалланă çамрăк ÿнерçĕсен конкурсĕнче палăрнисене чысларĕç уяв вăхăтĕнче. Ытларахăшĕ вĕсенчен - Тă- вайри ача-пăча искусство шкулĕн воспитанникĕсем.
Спорта юратакансем кире пуканĕ çĕклесе, дартсра, «автансен» тупăшăвĕнче ăмăртрĕç.
Халиччен капăрлатнă лашасемпе пĕчĕккисене катаччи чуптарса савăнтаратчĕç. Иртнĕ çулхи пекех, кăçал уява Мучарти Александр Шакин хăйĕн янаварĕпе çитнĕ.
- Оля мăнукăм питĕ савăнчĕ пуçласа хыçлă çуна çине ларса катаччи ярăннăшăн, ялта лашасем çукпа пĕрех, тата ăçта ларса курĕç. Мăнукăм ÿкерчĕксен конкурсне те хутшăнса наградăна тивĕçрĕ,- савăнăçне пытармарĕ «Тăрмăш» халăх фольклор ушкăнĕн ертÿçи Елена Матросова.
Ялсенчи культура çурчĕ çумĕн- чи пултарулăх ушкăнĕсем, уйрăм юрăçсем,Тăвайри ача-пăча искусство шкулĕн çамрăк артисчĕсем пĕрин хыççăн тепри сцена çине тухрĕç, илемлĕ юрăсемпе кăмăла çĕклерĕç.
Юлашкинчен Хĕл хăйĕнпе тĕрлĕ чир-чĕре илсе кайтăр тесе катемпине çунтарчĕç.