Чăваш енре 200 яхăн çын «Время СВОих» программăна хутшăнма заявка панă. Ку - «Время героев» федераци программин аналогĕ. Пирĕн регионта вăл Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнипе нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче хута янă.
Программăпа килĕшÿллĕн, ятарлă çар операцине хутшăннă салтаксенчен ертÿçĕсем хатĕрлеççĕ, кайран вĕсен патшалăх тата муниципалитет влаç органĕсенче, корпоратив тытăмĕнче, çамрăксемпе тата патриот воспитанине парас енĕпе ĕçлекен тытăмра вăй хума май пур. Заявкăсене пуш уйăхĕн 25-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Вĕреннĕ хыççăн диплом параççĕ. Кун пирки тĕплĕнрех vremyasvoih.cap.ru сайтра пĕлме пулать.