Çĕнтерĕве çывхартма аслисемпе пĕрле ача-пăча та хутшăнать. Окоп çуртисем тума шуç банкăсем пухассине садик ачисем те хăйсен тивĕçĕ вырăнне хураççĕ.
Тăвайри 1-мĕш ача садĕнчи кĕçĕн ушкăнри шăпăрлансем «Фронта - çыру» акцие хутшăнса, СВОри салтаксем валли çутă открыткăсемпе ÿкерчĕксем ăсталарĕç. «Вĕсем çине пăхĕç те çĕршыва хÿтĕлекенсен кăмăлĕсем çĕкленĕç, çемйисене, ачисене аса илĕç»,- терĕç ачасем çырусене типтерлĕн чĕркенĕ майăн.
Часах пĕчĕк парнесене гуманитари пулăшăвĕпе пĕрле ăсатĕç.
Ольга АЛЕКСЕЕВА, воспитатель