Мучар клубĕнче кулленех ĕç вĕресе тăрать. Ушкăн пысăках мар пулсан та, пĕрле пысăк ĕç тăватпăр. Кÿршĕсемпе те ăсталăха пайлатпăр. Нумаях пулмасть округ администрацийĕн представителĕ Александр Петров Вăрмарсене, хăй çавăнтан пулнăран, çыхма вĕренме илсе килнĕччĕ. «Арçури» костюмне хатĕрлеме хăвăрт хăнăхрĕç вĕсем. Пĕр шухăшлă пулни темле кăткăс ĕçе те парăнтарать çав.
Хамăр тепĕр ĕçе - плащсем, ытти япаласем çĕлессине алла илтĕмĕр. Зинаида Коровина, Анна Цапина, Светлана Немова, Наталия Полячихина хастарсенчен эпĕ те юлмарăм. Елена Козина материалсене касса килне илсе кайса та çĕлерĕ. Сетка валли мĕн кирлипе Александр Юрьевич тивĕçтерет. Плащсене çĕвĕ машинипе Ольга Наумова, Валентина Белкова çĕлерĕç. Формăласа каснă çĕрте Галина Пугачевапа Любовь Кириллова ăста пулчĕç.
Халиччен минтер çĕлесе курманскерсем, ăна госпитальсем валли çĕлесе ăсатрăмăр. Пирĕн ял старости Л.В.Кириллова питĕ правурскер, кирлĕ материалне тупать, хатĕррисене хăвăрт кирлĕ çĕре ăсатать.
«Çак паянхи йывăр вăхăтра эпир пĕрле темĕнле ĕçе те парăнтаратпăр. Салтаксем хăйсен çемйисене чĕрĕ-сывă таврăнччăр, çĕр çинче мир кирлĕ»,- теççĕ пулăшу ĕçĕн маттурĕсем.