Куславкка округĕнче тыл ĕçченĕсене чысласа тунă «Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене» мемориал Пĕтĕм Раççейри «Пĕрремĕшсен премийĕн» конкурс çĕнтерÿçисен шутне кĕнĕ.
Тупăшура конкуренци çивĕч пулнă - çĕршывăн 83 регионĕнчи çĕр-çĕр номинат хутшăннă. Пирĕн мемориал «Хула чĕри» номинацире хисеплĕ виççĕмĕш вырăн йышăннă. Куснарти мемориал паянхи ăру вăрçă çулĕсенче тылра фронтшăн хăйсене хĕрхенмесĕр ĕçленĕ çынсене пуç тайнин символĕ пулса тăчĕ.
Унсăр пуçне Чăваш Ен конкурса ытти пуçарăва та тăратнă. Çав шутра - Элĕк округĕнчи «Хĕлхем» спорт шкулĕ, Етĕрне округĕнчи Тури Ачакри XIX ĕмĕрти хресчен хуçалăхĕн тата Канашри ачасен пултарулăхĕн «Госпиталь мухтавĕ» музейсем. Çак проектсем те республикăн, чăваш халăхĕн пуян историйĕпе хăйнеевĕрлĕ культурине сăнарлаççĕ.