1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Среда, 2 Апрель 2025 г.
17 марта 2025 г. 8:59

Минерал удобренийĕ турттараççĕ

 

Мартăн 10-мĕшĕ тĕлне округĕпе пурĕ 1228 тонна минерал удобренийĕ туяннă. Ку вăл кирлĕ пулакан хисепĕн 72 проценчĕ чухлĕ.

Валентин Грачев, Вениамин Николаев, Сергей Илларионов хресчен-фермер хуçалăхĕсем, «Акконд-агро фирма», «Чутеевский» предприятисем минераллă удобренисене чи нумай хатĕрлесе хунă. Ытларахăшĕ аммиак селитри те, хутăш удобренисем те туянаççĕ. «Чутеевский» ЯХПКпа «Кубнинский» агрофирма çурхи уй-хир ĕçĕсене ирттерме кĕске сроклăх кредитсем те йĕркеленĕ.

Çĕр пулăхлăхне ÿстерме удобренисем кÿрсе килессипе хуçалăхсем малалла ĕçлеççĕ.

Поделиться:
Распечатать