Округри хуçалăхсем кăçалхи çуракине ирттерме 2200 тонна тĕш тырă вăрлăхĕ хывса хăварнă. Ку вăхăт тĕлне 1828 тонни е 83 проценчĕ акма юрăхлă кондицие тивĕçтерет. Çакăнпа пĕрлех ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем паха сортлă элита вăрлăх та туянаççĕ.
Хальлĕхе çак йышшине 178 тонна туянса хатĕрленĕ. Асăннă цифра иртнĕ çулхи ку вăхăтринчен пысăкрах. Чи нумай туяннисен шутĕн- че Валентин Грачев тата Вениамин Николаев, Андрей Моряков хресчен-фермер хуçалăхĕсем, «Акконд-агро фирма» АО, «Чутеевский» ЯХПК, «Кубнинский» агрофирма. Çурхи тулăпа урпа вăрлăхĕ-семсĕр пуçне Валентин Грачев хуçалăхĕ кукуруза, Вениамин Николаев люцерна вăрлăхĕсем те туянса хатĕрленĕ.