Анатолий Иванович Иванов 1942 çулта Тăвай районне кĕрекен Лачкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1949 çулта ялти шкула пĕрремĕш класа вĕренме кайнă. Унтан кÿршĕллĕ Чÿкçырми ялĕнчи çичĕ çул вĕренмелли тата Тăвайри вăтам шкулсенче вĕреннĕ, юлашкине 1959 çулта пĕтернĕ. 1959-1961 çулсенче Шупашкарти техника училищинче пĕлÿ илнĕ. Кайран ЗЭИМра тата ВНИИРта ĕçленĕ. Ĕç хыççăн вĕренсе машиностроительнăй техникум пĕтернĕ. Унтан наладчик тата инженер пулса тăрăшнă. 2000 çултанпа - пенсире.
еннĕ тата ĕçленĕ чухне те, спортпа туслă пулнă. Апла пулин те, кĕтмен çĕртен йывăр чирлесе ÿкет Анатолий Иванович.
«Çут тинĕсри çил-тăвăл евĕр
Тÿсме ман килчĕ пурнăçра!» - тесе çырать вăл.
«Çынна çут çанталăк пысăк тÿсĕм-лĕх панă. Кунта çын алăсене усманни, йывăрлăхсене çĕнтерсе малалла талпăнни паха. Тепĕр çичĕ-сакăр уйăхран эпĕ çÿрекен пултăм. Ĕçлеме пуçларăм. Пурнăç майĕ-пен йĕркеленме тытăнчĕ»,- çак йĕркесене шăрçалать вăл хăйĕн автобиографийĕнче. Сăвăсем хайлать, вĕсене ытларах ирĕклĕ виçепе çырать.
Пĕррехинче Атăл хĕрринче хăйĕн Турă çырнă чиперккине тĕл пулать. Тепĕр çултан мăшăрланаççĕ, вĕсен хĕрача çуралать. Унтанпа 60 çул ытла пĕрле.
Анчах инкек те пĕччен çÿремест, теççĕ. Анатолий Иванович хальхинче пуç ыратнипе аптăраса ÿкет. Республикăри тĕп больницăри нейрохирурги уйрăмĕнчен ăна Мускаври Бурденко ячĕллĕ нейрохирурги институтне куçараççĕ, кăткăс операци тăваççĕ. Ун чухне вăл, 27-ре пулнă. Çавăн пек çамрăклах иккĕмĕш ушкăн инваличĕ пулса тăнă. Çапах та алла усса ларман вăл, малалла ĕçлеме тăрăшнă. Тăхăрвуннăмĕш çулсенче тăван ялĕнче пÿрт-çурт çавăрнă, хăй те çемйипе унтах тĕпленнĕ. Сăвăсем, поэмăсем çырнă, кĕнекесем пичетлесе кăларнă, мăшăрĕ-пе пĕрле хĕр ÿс- тернĕ, халĕ 3 мăнук тата мăнукĕсен 8 ачи савăнтараççĕ вĕсене. «Манăн çавăн пек уйрăмлăх пур. Темĕнле япăх пулсан та, çав япăххи хушшинче лайăххине курма тăрăшатăп. Çакă вăл манăн сăвăсенче те палăрать»,- тет Анатолий Иванович. Ун çинчен çырса кăтартнине вара эпĕ тĕнчипе паллă чăваш çыравçи Юхма Мишши ырă суннипе вĕçлесшĕн. «Хисеплĕ Анатолий Иванович! Çакăн пек хитре те лайăх кĕнекесем кăларнипе саламлатăп, тата та нумай кĕнеке кăлармалла пултăр! Эсĕ чăнласах та ăста, талантлă çын. Талант вăл - хăйнеевĕрлĕх. Вăл пур Сирĕн!.. Татах та çырăр! Кашни сăвă вăл - наци пурлăхĕ. Телей, ăнăçусем сунса - Юхма Мишши. 19.07.2019 ç.». Çакăнпа пĕрлех Анатолий Иванович сăввисемпе паллашма сĕнетĕп...
Лачкасси
Эс ларан курăнса
Аякран пит хитре,
Хăв патне илĕртсе
Яланах ман чуна.
Пахчари йывăçсен
Çеçкисем çурăлсан,
Çухалать Лачкасси
Симĕс тум айĕнче.
Çепĕç шăпчăк юрлать
Йывăçсем хушшинче,
Ырă туйăм чĕртсе
Çамрăксен чĕринче.
Лачкасси, Лачкасси,
Эс çуратнă пире,
Манас çук нихăçан
Хам çуралнă çĕре.
Эс ларатăн хитре
Аякран курăнса,
Хăв патне илĕртсе,
Яланах ман чуна.
Кун хыççăн кун
Кун хыççăн кун,
Пурнăç иртет.
Утап малалла
Хамăн çулпала.
Çăмăл мар тума
Кашни утăма.
Пурнăç васкатать:
«Ут, эс, хăвăртрах!»
Халĕ йывăрланчĕ -
Сисетĕп хамах,
Пĕр утăм туса
Утма малалла.
Нумай-и, сахал-и,
Вун-вун çул - хыçра.
Çĕр çул патнелле
Çитесчĕ утса!
Пилĕк паттăр - пĕртăван
Икĕ çамрăк вĕри чун,
Иванпала Кĕтерук,
Шухăшланă пĕрлешсе
Çемье çавăрас тесе.
Мĕн шутланă, çавна тунă.
Вуникĕ çул пурăнса,
Çичĕ ача çуратнă.
Хĕрĕх пĕрремĕш çулта,
Июнĕн çирĕм
иккĕмĕшĕнче.
Ирхине тăваттăра,
Тапăннă пирĕн çине
Нимĕç вăрă-хурахĕ.
Хамăр çĕре сыхлама,
Пиллĕкĕн пĕр тăвансем,
Йăкăнат ывăлĕсем,
Тухса кайнă çав вăрçа.
Ленинград фронтĕнче
Çапăçнă çав паттăрсем -
Виççĕш Тинĕс флотĕнче,
Иккĕш - тинĕс пехотинче.
Вĕсем пулнă пит хастар,
Никамран та хăраман.
Мишша пиччене вара
Пысăк хакпа чысланă,
Унăн кăкăрĕ çинче
Ленин орденĕ ялкăшнă.
(«Вăрçă паттăрĕсене
асăнса» поэмăран).
Пĕр саншăн çеç
Вĕри юнлă çамрăк чух
Тĕл пулсаччĕ эп санпа.
Йăрăс пÿллĕ, яштака,
Вăрăм çÿçлĕ, пит чипер.
Хĕрлĕ питлĕ хĕрача.
Кĕрсе ÿкрĕн ман ăша,
Йăлт çунтартăн чĕрене.
Пĕр саншăн çеç
Пурăнатăп çĕр çинче.
Пĕр саншăн çеç,
Пĕр саншăн çеç,
Юратнă тусăм!
Вăрçă ачисем
Атте вилнĕ вăхăтра,
Эпĕ пулнă виççĕре.
Çав хурлăхлă самантсем
Кĕрсе юлнă ман аса:
«Хĕлĕ шутсăр сивĕ пулнă,
Юрĕ те сахалрах çунă,
Çĕрĕ питĕ тарăн шăннă.
Шăтăк чавса пĕтериччен,
Çитет хурлăхлă хыпар:
Аттене илсе кайсан,
Нумай та вăхăт иртмен,
Марье ятлă аслă хĕрĕ,
Вилсе выртнă, чирлĕскер.
Çĕр хытă шăннă пирки,
Чавнă çав шăтăкранах,
Айккине чавса кĕрсе,
Пытараççĕ вĕсене!
Йывăр пулнă аннене.
Чăтмашкăн çав хурлăха.
Тепĕр тăват ачана
Мĕнле халь ÿстермелле!;
Хĕл иртет, юр ирĕлет,
Выçă хырăм чарлатать!
Çĕрĕк паранкă шырама
Халăх утать уялла!
Эпĕ, пĕчĕккĕ пулсан та,
Çĕтĕк çăпата сырса,
Тухса утнă уялла.
Нумай та эп çÿреймен,
Ик-виç паранкă тупсан,
Çĕтĕк-çатăк çăпата
Юлчĕ манăн пылчăка.
Йĕре-йĕре, куççÿльпе,
Аран тухрăм пылчăкран.
Киле çитсен савăнса.
Икĕ-виçĕ паранка,
Патăм анне аллине.
Анне мана ятламарĕ,
Çапла кăна каларĕ:
«Текех ан кай-ха уя.
Эсĕ халĕ пĕчĕккĕ,
Пăртак ÿссен, малашне,
Пулăшăн-ха эсĕ те».
Çапла пурнăç майĕпен
Шăвать хăйĕн йĕркипе,
Ак, кĕçех вăрçи те пĕтрĕ,
Мĕнлерех савăнчĕ халăх!