1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Среда, 2 Апрель 2025 г.
17 марта 2025 г. 9:24

Пăр çине кĕрес марччĕ

 

Çуркунне çитрĕ, эппин юханшывсемпе пĕвесем çинчен пăр каять. Тархасшăн та, ачăрсене аса илтерĕр — пăр çине ан к.ччер.
 Çанталăк ăшăтсах пынăран, пăр питĕ те патракланса каять, пĕрре пăхсан хулăн пек туйăнать пулин те, вăл сывлăшпа тулса питĕ черченленсе пырать.
Çурхи пăр ним мар çурăлать, çавăнпа çак тапхăрта инкексем тата нумайрах пулма пултараççĕ. Округра пулла çӳреме юратакансем те сахалах мар. Тăвай ен хĕрарăмĕсем, мăшăрăрсене пулла кăларса ан ярăр. Çырма пулли тутлă та, пурнăç  вара хаклăрах.

Поделиться:
Распечатать