1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Среда, 2 Апрель 2025 г.
17 марта 2025 г. 9:20

Пĕр-пĕринпе ăмăртнă

 

 

Хаçат ĕçĕпе пурăнса колхозсемпе совхозсене пайтах тухса çÿреме тивнĕ манăн: хамăрăн Тăвай районĕнчи тата кÿршĕллĕ Вăрмар районĕнчи хуçалăхсенче пуринче те пулнă хăй вăхăтĕнче, чылайăшĕнче - темиçе хутчен те. Çитмĕлмĕш-сакăрвуннăмĕш çулсенче асăннă районсем (халĕ округсем) хăйсем те, вĕсенчи хуçалăхсем те пĕр-пĕринпе ăмăртса ĕçлетчĕç, тăтăшах пĕр-пĕрин патĕнче пулса, ăмăртса ĕçленин итогĕсене пĕтĕмлететчĕç.

Район хаçачĕ те юлмастчĕ вĕсенчен, ăмăртакан коллективсен ĕçне-хĕл-не çутатсах тăма тăрăшатчĕ. Çакă ял хуçалăх ĕçченĕсене пĕр-пĕрин опычĕпе паллашсах тăма, лайăххине пурнăçа кĕртме, пуçарулăха ÿстерме, çĕнĕ технологисене алла илме май панă. Кирек мĕнле хакласан та, ăмăрту ĕçе-хĕле, пурнăçа малалла яма пулăшакан вăй пулса тăрать-çке. Пĕр-пĕр- не пĕлсе, курса тăни чылай усăллине алла илме пулăшнă. «Шимкусский» совхозăн тĕп агрономĕ пулнă Виталий Александрович Александров нумай çул каялла каласа кăтартни аса килчĕ. «Вăрмар районĕнчи «Тегешевский» совхоз опычĕпе эпир те нумай çул ÿсекен козлятник акса тума тытăнтăмăр. Вăрлăхне те тикашсем хăйсемех пачĕç»,- тенĕччĕ. XXV партсъезд ячĕпе хисепленекен совхозăн пысăк Енкассинчи машина-трактор паркĕн-чи механизатор та тĕлĕнтернĕччĕ Тăвай енрен пынисене. «Пирĕн тава тивĕçлĕ механизатор»- паллаштарнăччĕ унпа хуçалăхăн тĕп инженер-механикĕ. Асăннă ĕçчен çĕнĕ МТЗ-82 тракторпа виççĕмĕш çул ĕçлет иккен. Кабинăна пĕчĕк кавир сарнă. «Тапочкипе кăна ларатăп кунта»,- пĕлтернĕ- ччĕ вăл. Пĕрмай тăхăнакан атă-пушмакне лартма ятарлă вырăн тунă.

Партсъезд ячĕллĕ совхоз умĕнхи «Динамо» хуçалăх никĕсĕ çинче 1976 çулта йĕркеленнĕ. Асăннă совхозпа пирĕн районти «Красная Чувашия» колхоз пĕр-пĕринпе ăмăртса ĕçлеме килĕшÿ тунă. Аталанăвĕпе вĕсем пĕр-пĕрне çывăхарах хуçалăхсем шутланнă.

«Красная Чувашия» колхоза ун чухне пысăк опытлă организатор, фронтовик, орденоносец, темиçе хутчен те ВДНХ участникĕ пулнă, Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Василий Данилович Данилов ертсе пынă.

Экономика, производство хутшăнă- вĕсем, ĕçлекенсен пурнăç условийĕ-сем, вырăнти культура учрежденийĕ-сен ĕçĕ-хĕлĕ таранах кăсăкланнă, пĕр-пĕрне концертсем те лартса панă.

Вăрмар поселокĕнчи çыравçăн, пи- сателĕн Галина Германовна Матвееван «Паллă ентешсене манмастпăр» кĕнекипе паллашнă май, асра юлнă тепĕр тĕлпулăва та çырса кăтартассăм килет. Вăрмар районĕнчи Мичурин ячĕпе хисепленекен колхоз пирĕн районти «60 лет Октября» колхозпа ăмăртса ĕçлетчĕ. Редакцире шутларăмăр та, хаçатăн черетлĕ номерĕнче икĕ хуçалăхĕпе те çуракине епле хатĕр- ленни çинчен çуршар страница çырса кăтартма тĕв турăмăр. Кĕтеснерте, тĕп усадьбăра, пире, фотокорреспондентпа иксĕмĕре, колхоз председателĕ, Социализмла Ĕç Геройĕ Сергей Лукич Лукин тарават кĕтсе илнĕ- ччĕ. Сергей Лукич пире колхоз экономикипе, ĕç-хĕлĕпе, çуракине хатĕрленсе мĕн-мĕн тунипе, калибрланă паха вăрлăхсем акса тунипе, органикăпа тата минераллă удобренисемпе епле усă курнипе, техникăна çурхи хĕрÿ ĕçе хатĕрленипе паллаштарнăччĕ. Колхоз тырă-пулă туса илнисĕр пуçне хăмла та çитĕнтерет, выльăх-чĕр- лĕх те ĕрчетет. Техника тенĕрен, Сергей Лукич пире каярахпа вăрăм гараж патне илсе пынăччĕ.

- Кунта пирĕн çуракине хутшăнакан трактор-машина упранать. Вĕсем пурте юсавлă, уя тухма хатĕр. Вĕсене унччен ытти ĕçе явăçтармастпăр,- тенĕччĕ. Хăш-пĕр тракторне уçса та кăтартнă пек астăватăп. Юлашкинчен вара çапла татса каланăччĕ: «Халĕ ниçта та мар, колхоз столовăйне кĕретпĕр. Хирĕçленине йышăнмастăп. Хам та ирхи апат çимен»,- тенĕ-ччĕ. Çапла виçсĕмĕр те пĕр сĕтел хушшинче апатлантăмăр. Паллах, тав турăмăр.

Сергей Лукич Лукин Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ, Мичурин ячĕпе хисепленекен колхоза 23 çул ăнăçлă ертсе пынă. Колхозра тырă-пулă та, хăмла та çуллен тухăçлă çитĕннĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ, продукци хушăннă. Уй-хирте çумкурăк ашкăрман, тырă анисем шыв юххи пек тикĕссĕн хумханса ларнă. Уйсен тухăçлăхне тата производство эффективлăхĕпе рентабельлĕхне ÿстерессипе асăннă колхоз никĕсĕ çинче семинар-канашлусем ирттернĕ. 1976 çулта Сергей Лукича Социализмла Ĕç Геройĕ ятне, пĕрлех «Çурлапа мăлатук» ылтăн медальпе Ленин орденне панă. Ăна Чăваш АССР Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ. Вăл Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Сергей Лукич иртнĕ ĕмĕрхи 1990 çулсен пуçламăшĕнче пурнăçран уйрăлнă, вăл ун чухне 68 çулта пулнă.

Иван ГЛАДКОВ

Поделиться:
Распечатать