1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Среда, 2 Апрель 2025 г.
17 марта 2025 г. 9:00

Президентăн саламлă Çырăвĕпе

 

Енĕш Нăрвашри Нина Васильевна Михайлова 95 çулхи юбилейне кĕтсе илнĕ. Паллă кунпа Тăвай муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов ăшшăн самаланă, ĕç ветеранĕ ячĕпе Раççей Президентĕнчен Владимир Путинран килнĕ саламлă çырăва вуласа панă.

Нина Васильевна - тыл ĕçченĕ. Вăрçă тата ун хыççăнхи асаплă вăхăтсене тÿссе ирттернĕ. Мăшăрĕпе лесопромхозра, унтан пенсие тухиччен Канашри элеваторта вăй хунă. 2 ача çуратса ÿстерсе, паян 6 мăнукĕпе, 4 кĕçĕн мăнукĕпе савăнать. Хĕрĕпе пурăнать, çывăх çыннисем хÿтлĕхпе ăшăлăх, кун-çулне канăçлăх кÿреççĕ. Хăй те хăнасене телей, çирĕп сывлăх сунса ăсатнă.

Ирина МИХАЙЛОВА

Поделиться:
Распечатать