1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Среда, 2 Апрель 2025 г.
17 марта 2025 г. 9:11

Пултарулăх каçĕнче

 

«Арçынсемпе хĕрарăмсен праçникĕсене пĕрлештерсе хамăра парне тăвар мар-и;» - сĕнчĕ шкул директорĕ Алина Гурина.

Чутейри шкулта ĕçлекен йыш хапăл тусах йышăнчĕ. Палăртнă вăхăта пуçтарăнса çула тухрăмăр. Хаваслă та çутă сăн-питлĕ ĕçтешсене курма, сывлăх сунма, тĕл пулса калаçса илме те вăхăт çителĕклĕ пулчĕ. Хамăр тăрăхри çепĕç саслă юрăç Марта Зайцева, Чăваш Республикин халăх артисчĕ Вячеслав Христофоров, пултаруллă юрăç-купăсçăсем Анатолий Казанцевпа (хăех çырать, хăех кĕвĕлет) Михаил Федоров хĕрарăмсене уяв ячĕпе саламласа пултарулăх каçне уçрĕç. Зал тулли халăх пулчĕ. Икĕ сехет ытла канса, киленсе ларчĕç курма пынисем. Кашни юрă умĕнхи саламлă сăмахсем ăста юрăçпа е ăста купăсçăпа пĕрлешсе, шăранса пычĕç.

Тăванлăх, туслăх, юрату юррисенчен «Ытарайми анне сăнарĕ», «Ăмсанатăп», «Ĕмĕрех асран кайми анне», «Я деревенская», «Ăçта пултăн, ма килмерĕн», «Сĕтел çаврака, сакки сарлака», «Тупа тунă сăмахсем» тата ытти те шăранчĕ. «Купăс сасси янрасассăн» юрăшăн Михаил Федорова тăвăллăн алă çупса тав турĕç. Илемлĕ уявра ентешĕсемпе, ытти çĕртен килнĕ хăнасемпе пĕрле пулнишĕн питĕ кăмăллă юлнине палăртрĕ Марта Зайцева, хăйне çуратса ÿстернĕ амăшне Елизавета Васильевна Зайцевана, ĕмĕр тăршшĕ- пех почтальонкăра ĕçлесе ырă ят-сум илнĕскере, чĕререн тав туса чечек çыххи парнелерĕ. Артистсене хăйсене те куракансем чечек çыххисем пачĕç.

Чаплă концертсене час-часах çÿремелле, чун илемне курмалла.

Поделиться:
Распечатать