1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Среда, 2 Апрель 2025 г.
17 марта 2025 г. 8:55

Пултарулăхри ăнтăлушăн

 

Тăвай муниципалитет округĕнче иртнĕ Чăваш Ен Правительствин кунĕнче республика ертÿçи Олег Николаев ĕçре тата вĕренÿре хастаррисене наградăсемпе чысланă. Округ администрацийĕн строительство, çул-йĕр тата ЖКХ пайĕн начальникне Александр Петрова пултарулăхри ăнтăлушăн ятарлă стипендин свидетельствине панă.

Александр Юрьевич 2023 çултанпа Тăвайри муниципалитет службинче, маларах Вăрмар округĕнче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсенче тăрăшнă. Чăваш патшалăх университетĕнче экономист тата коопераци институтĕнче юрист дипломĕсене илнĕ. Професси ăсталăхĕ-пе ĕçе чунтан парăннине палăртаççĕ ĕçтешĕсем ун пирки.

Халăх пурнăçне аталантарассипе, хула хутлăхне йĕркелессипе çыхăннă проектсене ăнăçлă пурнăçласа пыраççĕ округра. Ялсенчи пуçаруллă çамрăксене вăй илме, çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртме майсем туса пама витĕм кÿрсе, хăй те округра иртекен регион пĕлтерĕшлĕ мероприятисенче активлăх кăтартать.

Александр Петров «Пăхаттир Пуçлăх» республика конкурсĕн-че икĕ хутчен çĕнтерÿçĕ пулнă. Хастарлăхĕшĕн тĕрлĕ учрежденипе ведомство Тавĕсемпе Хисеп грамотисене тивĕçнĕ.

 

Поделиться:
Распечатать