1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Среда, 2 Апрель 2025 г.
17 марта 2025 г. 9:01

Пурнăç хăтлăхĕшĕн, тавралăх илемĕшĕн

 

Экологи ăнăçлăхĕнчен нумай килет пирĕн пурнăç хăтлăхĕ, çынсен сывлăхĕпе тавралăх илемĕ. Пирĕн Тăвай округĕн территорийĕнче вăрмансем кăна вуникĕ пин гектар йышăнаççĕ. Вĕсем вара, пĕлетпĕр, çĕр ÿпки шутланаççĕ. Çав вăхăтрах хÿтлĕхпе тăрантакан та пулса тăраççĕ. Çакăнсăр пуçне юхан шывсемпе кÿлĕсем, пĕвесемпе çăлкуçсем, вĕçен кайăксемпе тискер чĕрчунсем те пысăк ырлăх пулса тăраççĕ.

ă.

Пирĕн Чăваш Ен экологи ăнăçлăхĕпе лайăххисен шу- тĕнче. Çакă вара çынсем тăрăшмасăр хăй тĕллĕн кăна пулмасть. Юлашки çулсенче хамăр округра çеç мĕн чухлĕ кÿлĕпе çăлкуçа тасатса типтерленĕ. Чылай ĕçе халăх пуçарăвĕн майĕпе пурнăçа кĕртнĕ. Халĕ Хура çăл та килен-каяншăн кăмăллă вырăн пулса тăнă, чылай ялти пĕве-кÿлĕ те юшкăнне кăларса типтерленĕ хыççăн çутă шывĕпе илĕртме тытăннă. Хăшне-пĕр-не пулă та ĕрчетме янă.

Çын тавралăха нумай çĕнетме пултарать. Акă, хамăрăн округрах мĕн чухлĕ вăрман тăрăхĕ ÿссе ларчĕ иртнĕ ĕмĕрхи сакăрвуннăмĕш-тăхăрвуннăмĕш çулсенче çынсем, шкул ачисем тăрăшнипе! Халĕ вĕсем çулсен айккисене илем кÿрсе лараççĕ, тавралăхшăн чĕрĕлĕхпе хÿтлĕх те пулса тăраççĕ. Вĕсенче кăмпа та, ыттине те пухаççĕ ÿркенмен çынсем.

Вăрмансем тенĕрен, вĕсене çĕнетсе пырассипе тата йывăçсем лартса чĕртессипе те нумай ĕç тăваççĕ вăрман хуçалăхĕ-сем. «Пĕлтĕр ултă гектар çине хыр-чăрăшпа юман калчисем лартса чĕртрĕмĕр Çĕнĕ Ишпуçпе Тĕмер енчи вăрмансенче. Вĕсене лайăх çитĕнччĕр тесе çу каçа пăхса тăнă. Агротехника енчен тивĕçлĕ пăхса тăни вăрман экотытăмне кирлĕ пек тытса тăма, хунавсене вăй илсе аталанма пулăшать. Ку ĕçе ытларах механизаци пулăшăвĕпе тунă. Умĕнхи çулсенче лартнă хунавсене те çумкурăксемпе тĕрлĕ тĕмсенчен тасатса тата ретсен хушшисене кăпкалатса тăнă. Пурĕ 50 гектар çинче пурнăçланă çак ĕçсене»,- пĕлтерчĕ Сиккасси участокĕн лесничийĕ Вячеслав Артемьев. Хунавсене вунă, çирĕм çул таран шĕшкĕ тĕмĕсем, ăвăс, çÿçе йывăççисем хупăрласран пăхса, типтерлесе тăраççĕ, хунавсен çăралăхне йĕркелеççĕ. Ку ĕçсене лесничествăри производство пайĕн начальникĕ Н.А.Мурашкин тимлесе-йĕркелесе пынине каласа пачĕ.

Питомник те хăйсен. Унта çăка, хыр-чăрăш, лиственница, юман калчисем туса илеççĕ, вĕсене вăрăран акса çитĕнтереççĕ. «Икĕ çулхи хунавсене вăрмана куçаратпăр, вĕсем, тĕпрен илсен, лайăх чĕрĕлеççĕ»,- терĕ. Ыйтакансене, ытти лесничествăсенете тивĕçтереççĕ йывăçсен хунавĕсемпе.

Вăрманта, питомник енчен, экологи маршручĕ йĕркеленине те каларĕ Вячеслав Артемьев. Ун тăрăх кăçал шкул ачисем пуçласа çула тухĕç, вăрман историйĕпе, унăн пуянлăхĕпе паллашĕç, терĕ. Ун таврашĕнчи вăйлă тапса тăракан çăлкуçа типтерлесе тăнине те асăнчĕ. Ку тĕлĕшпе татах та ĕçлемеллине, ырă ĕçсене сарсах пырассишĕн тимлемелле те тимлемеллине палăртрĕ.

«Çакă та питĕ пĕлтерĕш- лĕ: 2021 çултан тытăнса Раççейре вăрмансене каснинчен ытларах çĕнĕрен лартса чĕртетпĕр»,- тенĕччĕ Раççей Президенчĕ Владимир Путин. Вăрмансене пулас ăрусем валли упрасси, вĕсене паха йывăçсемпе çĕнетсе-пуянлатса пырасси вăрманçăсемпе, общество умĕнче тăракан пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллев пулса тăрать.

 

Иван ГЛАДКОВ

Поделиться:
Распечатать