Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Стратеги аталанăвĕ тата проект ĕçĕ-хĕлĕ енĕпе ĕçлекен канаш ларăвĕнче çĕршывра кăçалтан пуçласа вăя кĕнĕ çĕнĕ наци проекчĕсене пурнăçламалли ыйтусене пăхса тухнă. Вĕсем Раççей Президенчĕн пуçарăвĕпе 2019 çултан пуçласа 2024 çулччен тунă унчченхи проектсене малалла аталантараççĕ тата хушаççĕ.
Пĕтĕмпе кăçал Чăваш Енре çĕнетнĕ 13 наци проекчĕпе ĕçлĕç. Вĕсен шайĕнче республика 2025 çул валли 45 регион проектне туса хатĕрленĕ. Пĕтĕмĕшле финанс калăпăшĕпе вĕсем 13,7 миллиард тенкĕпе танлашаççĕ.
Çакăн валли управлени командисемпе проект комитечĕсем йĕркеленĕ. «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕ укçа-тенкĕ хывас енĕпе чи калăпăшли пулса тăрĕ. Вăл маларах пурнăçланă «Хăрушлăхсăр пахалăхлă çулсем» тата «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проекчĕсене малалла ĕçе кĕртет.
2025 çулта ăна валли 6,2 миллиард тенкĕ тăкаклама палăртаççĕ. Çакă республикăри наци проекчĕ-сене пурнăçлама уйăрса паракан бюджет укçи-тенкин пĕтĕмĕшле сумминчен çуррине яхăн пулать.
Регионти проектсен паспорчĕ- сене тивĕçлĕ проект комитечĕсен ларăвĕсенче ырланă. Пĕтĕмлетÿ-сем тăрăх вĕсене республика Пуçлăхĕ çумĕнчи Стратеги аталанăвĕ тата проект ĕç-хĕлĕ енĕпе ĕçлекен канаш ларăвĕнче çирĕп-летме сĕннĕ.
Хальхи вăхăтра федераци центрĕпе килĕштерес тапхăрта «Çĕнĕ материалсем тата хими» тата «Пилотсăр вĕçекен авиаци тытăмĕсем» проектсем кăна пур. Паспортсене хатĕрленĕ хыççăн вĕсене çирĕплетес ыйту çине куçăпăр. Ытти проектсене эпир çирĕплететпĕр»,- палăртнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Палăртса хăваратпăр, 2019-2024 çулсенче наци проекчĕсене пурнăçлама республикăра 107,9 миллиард тенкĕ янă. Укçа-тенкĕ хывас енĕпе чи калăпăшлисем «Вĕренÿ», «Хăрушлăхсăр пахалăхлă çулсем», «Сывлăх сыхлавĕ», «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» тата «Демографи» проектсем пулнă.
Наци проекчĕсем пулăшнипе регионта пĕтĕмпе 24,2 миллиард тенкĕлĕх строительствăн 194 объектне туса лартнă, юсаса çĕнетнĕ. Ку шутра - шкулсем, ача сачĕсем, медицина учрежденийĕсем, клубсем, спорт комплексĕсем, общество уçлăхĕсем т.ыт.те.
«Республикăра асăннă объектсене брендлас ĕç пырать. Вĕсем çине QR кодлă таблицăсем вырнаçтарни нацпроектсене пĕлессине ÿстерме кăна мар, çынсене хăйсен шухăшне каласа пама та май парать.
Тĕслĕхрен, Чăваш Ен Раççейре объектсем брендланипе пĕрремĕш вырăн йышăнать, халăх çакăн пек объектсемпе тивĕçтернипе кăмăллă пулнипе - иккĕмĕш вырăн»,- палăртнă республика Экономика аталанăвĕн министерствин ертÿçи Дмитрий Краснов.
Чăваш республикин Пуçлăхĕн
Администрацийĕн пресс-служби