1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Среда, 2 Апрель 2025 г.
17 марта 2025 г. 9:05

Тав хучĕсемпе

 

Тăрмăш ялĕнчи маттур волонтерсем маскировка тетелĕ çыхса, гуманитари пулăшăвĕн ĕçне хутшăнса СВОри салтаксене пулăшаççĕ.

«Килти ĕçсене пăхмасăрах çĕршыв йывăрлăхра чухне хамăра хÿтĕлекенсене пулăшас тесе клуба утатпăр»,- палăртрĕ шухăшне Зоя Архипова. Çавăн пекех Люда Ильина, Зоя Чкалова, Валя Степанова, Людмила Максимова, Елена Николаева, Елена Дмитриева ыр кăмăллăх ĕçне хутшăнаççĕ. Хĕрарăмсен уявĕ ячĕпе Тăрмăш территори уйрăмĕн пуçлăхĕ Алексей Матросов хастарсене ăшă сăмахсемпе мухтарĕ, Зоя Моисеевна Архиповапа Людмила Николаевна Ильинана Тав хучĕ-сем парса хавхалантарчĕ. Елена Матросова культура ĕçченĕн чыслав парни те хаваслăх кÿчĕ ыр кăмăллăх ĕçченĕсене.

«Çĕнтерĕве кĕтсе илетпĕрех, хамăр салтаксене яланах пулăшма хатĕр эпир»,- теççĕ маттур асаннесемпе кукамайсем.

Поделиться:
Распечатать