1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Среда, 2 Апрель 2025 г.
17 марта 2025 г. 9:21

Теплицăсене юрпа тултарнă-и?

Кĕç-вĕç çураки пуçланать ĕнтĕ, часах  пахчасене тухма тытăнăпăр. Кил-хуçалăхсенче теплица тытакансене аса илтерсе хăварас килет. 
Хальлĕхе пахчасенче юр пур-ха, çавăнпа та ăна май килнĕ таран хăвăртрах теплицăна тултарса хумалла. Унсăрăн çĕр кирлĕ чухлĕ нӳрленсе çитеймест.
Юр хумасан çĕр айĕнчи хурт-кăпшанкă та, чир-чĕр те аталанма пултарать, çакă вара тăпра тухăçлăхне сисĕнмелле чакарать. Теплицăра юр сийĕ хулăн пулмалла, вăл çĕре кирлĕ чухлĕ нӳрĕкпе тивĕçтерĕ, çавăнпа та тепĕр хутчен çак ĕçе тумалли пирки аса илтеретпĕр.

Поделиться:
Распечатать