«Аль» спорт шкулĕнче нумай енлĕ кĕрешсе Тăвай муниципалитет округĕн пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн ăмăртусем иртнĕ. 4 команда хушшинче, кашнинче 5-шер çын, хĕрÿ вăйăсем пынă.
Программăра шывра ишесси, дартс тата эстафетăсем пулнă.
Ăмăрту итогĕсем:
1 вырăн - «Аль» спорт шкулĕ*
2 вырăн - П.Х.Бух-тулов ячĕллĕ Тăвайри вăтам шкул*
3 вырăн - Çĕнĕ Пуянкассинчи вăтам шкул команди.
Ăмăртăва активлă хутшăннăшăн тата çĕнтерÿ патне ăнтăлнăшăн вĕрентÿ пайĕн хĕрарăмсен команди те наградăсăр юлман. Çĕнтерÿçĕпе призерсене грамотăсемпе, медальсемпе тата пылак призсемпе чысланă.