1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Среда, 2 Апрель 2025 г.
17 марта 2025 г. 9:10

Туслăха çирĕплетсе

 

 

Чутей территори уйрăмĕнчи вăтам шкулта Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалланă волейбол турнирĕ иртнĕ. Çакăн пек вăйăсене кÿршĕри Тутарстанра пурăнакансемпе чутейсем хушшинчи туслă çыхăнусене çирĕплетес тĕллевпе те йĕркелеççĕ.

Студентсем, ĕçлекен çамрăксем, ветерансем, Хучсан çамрăкĕсем тата шкул ачисем - ăмăртăва 5 команда хутшăннă. Кашниех вăйăра ăсталăхне кăтартма тăрăшнă.

Студентсен команди турнир çĕнтерÿçи пулчĕ, иккĕмĕш вырăна хучсансем çĕнсе илчĕç, бронза призерсем вара - ветерансем. Призерсемпе çĕнтерÿçĕсене медальсемпе грамотăсем тата пылак призсем парса чысланă.

Вăййа хутшăнакансем турнира йĕркелекенсене тав тăваççĕ.

Палăртса хăварас килет, Тăван çĕршыв хÿтĕ-левçин кунĕ тĕлне те Чутей ялĕнче волейбол турнирĕ ирттернĕ. Тутарстан хăнисем ăста пулнине кăтартнăччĕ ун чухне. Кĕмĕл медале - студентсем, бронзăна ветерансем çĕнсе илнĕччĕ.

Поделиться:
Распечатать