Кашни халăхăн хăйĕн культури, авалтан пыракан йăли-йĕрки. Уйрăмах палăрса тăракан апат-çимĕçĕ ламран-лама куçса пырса наци апачĕ пулса тăрать.
Енĕш Нăрваш — округри пысăк ялсенчен пĕри. Мĕн чухлĕ паллă культурăпа искусство çыннисене çитĕнтернĕ вăл. В.Кузьмина, М.Спиридонов, Н.Сверчков, А.Майраслов... Ялта тĕрлĕ халăх çынни килĕштерсе, туслă пурăнать, пĕрле вăй хурать. Кашни халăх хăйĕн наци апат-çимĕçĕпе мăнаçланать, вĕсене упраса, аталантарса пыма тăрăшать. Çакă кил хуçи хĕрарăмĕсен ăсталăхне те ÿс- терет кăна.
Пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче Енĕш Нăрвашри культура çуртĕнче «Шутов Колян юратнă апат-çимĕçĕ» ятпа наци кухнин конкурсĕ иртрĕ. Кунта çакна та палăртса хăварар, мероприятие Н.А.Шутов ячĕллĕ «Шурă юр çинчи кĕл чечек» ятпа иртекен театр фестиваль-конкурсне халалланă.
Николай Шутов Енĕш Нăрвашри культура çурчĕн директорĕ пулнă. Вăл йĕркеленипе тата ертсе пынипе ялти халăх театрĕн коллективĕ республика тулашĕнчи ялсене çитсе, йăхташĕ-сене темиçе хутчен те сцена пултарулăхĕпе хавхалантарнă, конкурссен лауреачĕ пулса тăнă. Николай Андреевич куракан асĕнче юлмалли сăнарсем калăпланă, вĕсен чунĕсене пăлхатнă. Ахальтен мар Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ята тивĕçнĕ. Кă- çалхипе виç-çĕмĕш хут иртет унăн ячĕпе фестиваль-конкурс. Коля Шутовăн юратнă çимĕçĕсене тĕрлĕ енчен хакларĕç. «Пурте питĕ тутлă,— терĕç астивсе пăхнă майăн. Кашниех мĕн- ле хатĕрлени çинчен каласа кăтартрĕ. Çавăнпа ку мероприяти астăвăм каçĕ те, наци кухнин илемлĕ апат-çимĕçне пĕçерме вĕрентес тĕллевлĕ ăсталăх занятийĕ те пулчĕ. Ăшă асаилÿсемпе те пуянлатрĕç асăну каçне. Культура ĕçченĕ- сем унта театр постановкисемпе юрăсене кĕртнĕ. Ял çыннисене активлăхшăн тав турĕç. «Малашне те халăх йăли-йĕркисене пĕрле упраса пырасчĕ»,— терĕç.
Фестиваль-конкурсăн тепĕр тапхăрĕ пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче иртет, пурне те унта йыхравлатпăр.
Мартăн 25-мĕшĕнче культура ĕçче-нĕсен уявĕ, çав ятпа ăшшăн саламлатпăр!
Михаил ФЕДОРОВ,
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ