1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 29 Март 2025 г.
21 марта 2025 г. 15:34

ÇĔНĔ СĂВĂСЕНЧЕН

Пуш уйăхĕн вĕçĕнче

Хресчен килĕ-çуртĕнче

Çуралнă пĕр хĕр пĕрчи.

Çук-тăр урăх ун пекки.

Кукамай пит савăннă:

Тăватă ывăл хушшинче

Тараватлă та теветлĕ

Ĕçчен кăна хĕр ÿсет.

Пилĕк класс пĕтерсенех

Хĕр ача тухать ĕçе.

Кил хуçалăхра ĕçлет,

Хăй лара-тăра пĕлмест.

Çулсем иртеç васкаса,

Вăхăт шăвать чарусăр.

Пулса тăчĕ ман анне

кукамай та асанне.

Анчах шел, кĕтмен çĕртен

Анне ÿкрĕ чирлесе.

Никам та-çке шутламан

çапла килсе тухасса.

Тухтăрĕсем пит маттур,

Чунне пачĕç çĕр те каç.

Анчах пулчĕ кăлăхах,

Вăй кĕмерĕ аннене.

Шăп та лăп çичĕ кунран,

Чир çапса ÿкернинчен

Куçне хупрĕ ман анне,

Шăппăн çеç ĕмĕрлĕхе.

Çĕре кĕни ман аннен

Вăхăт нумаях иртмен.

Чĕрери суран нихçан

Тÿрленес çук халĕ ман.

 

Поделиться:
Распечатать