ĕркелесе янăранпа ăçта кăна çитсе курмарĕç-ши тушкилсем? Ăна ертсе пыраканĕ Ольга Ивановна Сергеева педагог-ветеран маттурах çав.
Республика кунĕсенче, чăваш акатуйĕсенче, оперăпа балет театрĕнче, Чĕмпĕр хулинче, Çĕрпÿ ярмăрккинче, перинаталь центрĕнче, Тутарстанри Сиктĕрме ялĕнче, Комсомольски, Етĕрне, Вăрнар, Елчĕк, Вăрмар, Элĕк тата ытти округсенче пулнă. Шăпчăк сассиллĕ юрăçсем хăйсен пултарулăхĕпе Тăвай тăрăхĕнчи пур яла та çитсе вырăнти чăваш юррисемпе куракансене хавхалантарнă.
Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕн-че пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти пулчĕ Тушкилте. Ĕлĕкхи çăварни уявне, улах ларнине, çамрăксене ырă йăла-йĕркепе салтака ăсатнине сăнласа патăмăр. Çав вăхăтрах хальхи хÿтĕлевçĕ-паттăрсене ятран асăнса видео мелĕ- пе кăтартрăмăр. Мĕн чухлĕ патриотла юрă шăранчĕ концертра. Куççÿльлентерчĕ те нумайăшне. Çар тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакан салтаксене ятран асăнсан çывăх çыннисен чунĕ çĕкленчĕ.
Пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнчи уяв «Хĕрарăмсене чечек парнелĕр!» концерт программипе уçăлчĕ. Праçнике хатĕрленсе ятарласа илемлĕ чăваш тумĕсем çĕлеттертĕмĕр. Хусанти федераци университечĕн студентки Елена Дюдюкина чăвашла, китайла, французла юрласа та тĕлĕнтерчĕ. Вĕсенче тăванлăх, юрату, пĕрлĕх теми тĕп вырăнта пулчĕ. Людмила Камасева хăйĕн юррисемпе савăнтарчĕ.
Андрей Николаевич Моряков спонсор пулса концерта нумай пуянлатрĕ. Залра халăх тулли пулчĕ. Тепĕр кунне Тушкил артисчĕсене юнашар округри Кивĕ Вăрмар халăхĕ ăшшăн кĕтсе илчĕ. Уйрăмах халăх юррисене лайăх йышăнчĕç, пĕрле юрларĕç.
Людмила Камасева:
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче тăван чăваш чĕлхине аталантарасси çине тимлĕх уйăрмалла, тенĕ. Чăнах, пирĕн ялти фольклор ушкăнĕ çамрăксене чăваш культурипе, йăли-йĕр- кипе паллаштарса пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕ