1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Среда, 2 Апрель 2025 г.
21 марта 2025 г. 15:10

Çĕнтерÿ кунне уявлама

Майăн 9-мĕшĕнче тĕп хулара Шупашкар гарнизонĕн пĕрлехи полкĕ чаплă лару-тăрура утса иртет.

Çапла пĕлтернĕ республика правительстви хăйĕн телеграм-каналĕнче.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн хушăвĕ тăрăх, çак мероприятие хатĕрленессипе тата ирттерессипе республикăри Çар комиссариачĕ ĕçлет.

Республикăри муниципалитетсене 1941—1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнĕ ятпа тĕрлĕ мероприяти ирттерме сĕннĕ. Вĕсен шутĕнче — уяв концерчĕсем, театрализациленĕ куравсем тата ыттисем те.

Поделиться:
Распечатать