Çĕр вăл — эпир пурăнакан планета. Ку — пирĕн пĕрлехи пуянлăх, çавăнпа та унпа питĕ тирпейлĕ, хисеплĕн усă курмалла. Çĕр кунне экологи пĕлĕвĕсене анлăлатма, çут çанталăк правилисене пăхăнма, хамăр планетăри мĕнпур чĕрĕ япалашăн яваплă пулма вĕрентес тесе тĕрлĕ ĕç-хĕл ирттереççĕ.
Чутейри пуçламăш классенче вĕренекенсем валли «Çĕр — пирĕн пĕрлехи пуянлăх» ятпа тематика сехечĕ йĕркеленĕ.
Ертсе пыракансем ачасене Çĕр кунĕн историйĕ, тăван çут çанталăкăн пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсем, ăна упрасси çинчен каласа панă. «Çĕр-планетăна упра» презентаци кăтартнă.
Вĕренекенсем вăрманта хăйсене мĕнле тытмалли правилăсене аса илнĕ, планетăн çĕр айĕнчи пуянлăхне, чĕрчунсемпе
ÿсен тăрансене упраса хăварассине вăйăсемпе çирĕп- летнĕ, тĕнчери экологин çивĕч ыйтăвĕсемпе паллашнă, викторина ыйтăвĕ-сене хуравланă. Çĕр кунĕн символĕ грек саспалли Тета пулнине, Çĕр ялавĕ те пуррине пĕлнĕ. Уява килсе çитнĕ «Разбойнике» шкул ачисем экологи правилисемпе паллаштарнă.
Мероприяти вăхăтĕнче Чутей вăрманĕнчи 300 çултан иртнĕ юман çинчен аса илнĕ, çак çут çанталăк палăкне хаклас, упрас пулать тесе пĕтĕмлетÿ тунă.