Вице-премьер — Раççей Президенчĕ çу- мĕнчи Чăваш Ен полномочиллĕ Представителĕ Алексей Ладыков пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енри йăлари çÿп-çап сортламалли пĕрремĕш комплекса кăçалхи иккĕмĕш кварталта туса пĕтерме палăртаççĕ. Вăл Канаш округĕнче пулĕ.
Унсăр пуçне Муркаш тата Патăрьел округĕсенчи проектсен пĕтĕмлетĕвне ырланă. Ку округсенчи ĕçе виççĕмĕш кварталта пуçăнма палăртнă.
Проектсене Раççей экологи операторĕн укçи-тенкипе вăя кĕртеççĕ.