Регионти хĕрарăмсен пĕр-лĕхĕ кăçал пиллĕкмĕш хут «Эпĕ — хĕрарăм» конкурс ирттерет.
Тăвай муниципалитет округĕнчи пултаруллă хĕрарăмсенчен 2023 çулта Тушкилти хресчен-фермер хуçалăхĕн ертÿçи Надежда Федорова «Хамăрăн, Чăваш Енĕн» номинацире гран-при çĕнсе илнĕ. Тăрмăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Вероника Николаева маларах «Общество интересĕшĕн» номинацире иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.
Кăçалхи конкурсра «Кĕмĕл ÿсĕм» номинаци те пулать. Тĕплĕнрех «Чăваш Енри хĕрарăмсен Союзĕ» пĕрлĕхĕн сайтĕнче паллашма пулать. Конкурса хутшăнма кăмăл тăвакансен заявкăсене апрелĕн 30-мĕшĕччен тăратмалла. Тăвай енри маттур хĕрарăмсене конкурса хутшăнма йыхравлатпăр.
Татьяна ИВАНОВА, Тăвай округĕнчи хĕрарăмсен уйрăмĕн председателĕ