«Ял ĕçченĕ» хаçат редакцийĕ вулакансене хăйнеевĕр астăвăма хутшăнма ыйтать. Сирĕн çемйĕрсенче вăрçă вăхăтĕнчи фотосем упранса юлнă пулсассăн, ярса пама ыйтатпăр.
Ку сăн ÿкерчĕк çинче Иван Семенович Семенов, Тăвай ялĕнчен.
Фото хыçĕнче çапла çырнă:
«На долгую память от вашего сына Ивана. 25 полетов.
1-го июля 1945 г.».