Конкурентлă политика тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх служби халăха сутакан газăн вак хакĕсене çирĕплетесси çинчен калакан йышăну проектне хатĕрленĕ.
Ку федерацин монополипе кĕрешекен служби халăха сутмалли газăн курттăм хакĕсене, ресурсăн сетьсенчи транспортировкин тарифĕ- сене çĕнетнипе çыхăннă. Çапла вара 2025 çулхи июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çынсем газ оборудованийĕпе усă курса апат пĕçерме, шыв ăшăтма çунтаракан газăн пĕр кубометрĕн хакĕ 8,16 тенкĕпе танлашĕ. Усă курнă газ калăпăшне шута илмелли приборсем пулмасан çын пуçне уйăхра 97,92 тенкĕ тÿлеме тивĕ. Çурта хутса ăшăтма, пĕрлех ытти тĕллевпе усă куракан сенкер топливо хакĕ 1000 кубометршăн 8162,1 тенкĕ пулĕ.
Тариф службин ертÿçи Сергей Егоров палăртнă тăрăх, çулталăкăн пĕрремĕш çурринче газ хакĕ улшăнмĕ — халичченхи шайра юлĕ.