Хăярта çынна питĕ кирлĕ япаласем пур: В1, В2, В3, В5, В6, С витаминсем, фоли йÿçекĕ, тимĕр, кальци, фосфор, магни, кали, цинк. Хăярпа урăх тĕллевпе те усă курма май пур.
Каçхине çывăрма выртас умĕн апат çиес йăлана ниепле те пăрахаймасан — хăяр çырткалăр.
Пĕлтерĕшлĕ тĕлпулăва кайнă чухне пушмака тасатса ĕлкĕреймерĕр тĕк хăяр касăкĕ илĕр те сăтăрăр. Пушмак çĕнĕ пекех йăлтăртатĕ, шыв та кĕртмĕ.
Çăвартан ырă мар шăршă кĕрсен хăяра çур минут чăмламалла.
Эрех ĕçнĕ хыççăн пуç ан ыраттăр тесен хăяр çисе выртмалла. Ирхине вăрансан пуç ыратмĕ. Хăярта сахăр, электролит пур, вĕсем вара В витаминпа пĕрле эрех ĕçнĕ хыççăн пăсăлнă япаласен ылмашăнăвне йĕркелеççĕ.