1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Понедельник, 31 Март 2025 г.
21 марта 2025 г. 15:20

Хĕл тапхăрне вĕçлесе

 

 

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕ-сен фермисенче выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçармалли тапхăр вĕçленсе пырать — тепĕр уйăх-уйăх çурăран выльăхсем çаран çине тухма та пултарĕç çанталăк кун пекех ăшă тăрсан. Хальлĕхе вара алăран тăрантараççĕ-ха выльăхсене. Телее, выльăх апачĕ çителĕклĕ фермăсенче.

Кăçалхи мартăн 1-мĕшĕ тĕлне округри хуçалăхсен фермисенче пурĕ 6438 пуç мăйракаллă шултра выльăх шутланать, çак шутра ĕнесем — 2463 пуç. Хĕл каçа вĕсен йышне упраса хăварма тăрăшнă. Администрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн специалисчĕсем нумаях пулмасть Тăрмăшри Владимир Николаевпа Валерий Николаев тата Енĕш Нăрвашри Андрей Федоров хуçалăхĕсенче пулса çакна хăйсен куçĕпе курса ĕненчĕç. Хĕл тапхăрĕ иртсе пырать пулин те, Владимир Николаевăн ферми çывăхĕн- че утă тĕркемĕсем çителĕк- лĕ тата типтерлĕ упранаççĕ. Выльăхсене лайăх пăхни сисĕнет, вĕсем таса, лайăх ÿтлĕ. Витере тивĕçлĕ микроклимат. Ĕнесем массăллă пăрулама тытăннă. Владимир Викторович каланă тăрăх, вĕсенчен ытларахăшĕ апрелĕн пĕрремĕш çурринче пăруласа памалла. Апла пулсан сăвăм та хушăнсах пырĕ. Тин кун çутине тухнă пăрусене ятарлă клеткăсене вырнаçтарнă, пĕчĕкскерсене тивĕçлĕ условисем туса панă. Пĕлтĕр хуçалăхра пурĕ 56 пăру пăхса илнĕ.

Валерий Николаев фермерăн герефорд йăхĕнчи ăратлă пушмаксем те лайăх çитĕ-неççĕ. Утăпа сенаж запасĕ хĕл каçма, çуллахи сезона куçма çителĕклĕ.

«Телее, выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарасси ăнăçлă вĕçленсе пырать, хĕл пысăк чăрмав кÿмерĕ. Халĕ çитес çуракине тивĕçлĕ хатĕр-ленсе ирттерес, çĕнĕ сезонта тырă та, выльăх апачĕ те тухăçлă туса илес тесе тимлетпĕр»,— терĕ Енĕш Нăрвашри хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ Андрей Федоров.

Поделиться:
Распечатать