Пермь хулинче Атăлçи федераллă округĕнчи шкул ачисем хушшинче ăс-хакăл олимпиади иртнĕ.
Ăна РФ Президенчĕн ПФО полномочиллĕ Представителĕ Игорь Комаров пуçарăвĕпе пиллĕкмĕш хут йĕркеленĕ.
Чăваш Республикинчи çамрăксем лайăх результат кăтартнă, виççĕмĕш вырăн йышăннă.