Килтен тухсанах çул кирлĕ: ялти лавккана е район центрне çитсе килес тетĕн-и, Шупашкара е унтан та инçерех кайма палăртатăн — пурпĕрех шанчăклă та такăр çул пулни лайăх. Юлашки çулсенче çĕршывра пахалăхлă çулсем тăвассипе нумай ĕçлеççĕ, çул-йĕр аталанăвне тата хăрушсăрлăхне çуллен пысăк тимлĕх уйăраççĕ, федераллă, регион пĕлтерĕшлĕ трассăсене ĕçе кĕртеççĕ, вырăнти çулсене те çĕнĕрен тăваççĕ е тĕпрен юсаса лайăхлатаççĕ.
Раççейре наци проекчĕсем РФ Президенчĕн Владимир Путинăн Указĕсен никĕсĕ çинче 2019 çултанпа пурнăçа кĕчĕç. Вăл шутра — «Хăрушлăхсăр пахалăхлă çулсем» наци проекчĕ те. «Хăрушлăхсăр паха çулсем туни промышленноçа, ял хуçалăхне, строительство тытăмне, ял-хула пурнăçне аталансах пыма пулăшĕ, мĕншĕн тесен регионсем такăр та тикĕс автоçулпа çыхăнни çĕнĕ хушма инвестпроектсем пуçарма май парĕ, предпринимательсем чи малтан çавăн çине пăхаççĕ. Юлашки çулсенче асăннă наци проектне пурнăçа кĕртесси лайăх шайра пулса пынă. Малашне те пирĕн ку енĕпе рекордсене çĕнетмелле»,— тенĕччĕ Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин экономика ыйтăвĕсемпе ирттернĕ иртнĕ çулхи пĕр канашлура.
Юлашки 5 çулта республикăра çулсене, кĕперсене юсассин, ĕçе кĕртессин хăвăртлăхĕ палăрмаллах пысăкланнă. Çак тапхăрта çулсен 2,4 пин километрне, 19 кĕпер сооруженине, вăл шутра пирĕн Тăвай округĕнче те, юсанă.
Кăçалтан «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕ укçа-тенкĕ хывса пысăк ĕçсене пурнăçа кĕртес енĕпе чи калăпăшли пулса тăрĕ. Вăл маларах пурнăçланă «Хăрушлăхсăр пахалăхлă çулсем», «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проекчĕсене малалла ĕçе кĕртме май парать. 2025 çулта ăна валли 6,2 миллиард тенкĕ тăкаклама палăртаççĕ. Çакă республикăри наци проекчĕсене пурнăçлама уйăракан бюджет укçи-тенкин пĕтĕмĕшле калăпăшĕнчен çуррине яхăн пулать. Çĕнĕ «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн кăçал республикăра çулсен 70 километрне, 3 кĕпере нормативсемпе килĕшÿллĕ туса юсама-çĕнетме палăртнă. Вырăнти сетьсемпе илес пулсан, 2030 çулччен çулсен 300 ытла километрне лайăхлатса йĕркелемелле.
Виçĕмçул «Хăрушлăхсăр пахалăхлă çулсем» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн хамăрăн Тăвай муниципалитет округĕн территорийĕнче те «Энĕш» автомобиль çулĕн Тăвайран Улянкă ялĕ еннелле хăпаракан сыпăкне çирĕплетсе тĕпрен юсанăччĕ. Пилĕк çул хушшинче муниципалитет округĕнчи çул-йĕр хуçалăхне аталантарма 218 миллион тенкĕ ытла уйăрнă. Пĕлтĕр кăна 51,8 миллион тенкĕ хывнă. Вырăнти пĕлтерĕшлĕ 1,8 километр çула юсаса лайăхлатнă (Ямпулатра, Чутейре). Ялсем хушшинчи асфальт сарман 3 çухрăм çула йĕркене кĕртнĕ.
Кăçал «Энĕш—Октябрь», «Тăвай—Аслă Кайпăç»—«Вăтаяль», «Тăвай—Чутей—Аслă Кайпăç»— «Çĕнĕ Ишпуç» çулсене йĕркене кĕртме пăхнă. Çакăнпа пĕрлех ялсем хушшинчи 4 километра яхăн асфальт сарман çула та юсаса çĕнетĕç. Тăвай ялĕнчи Ленин проспектĕнчи 54-мĕш çурт картишне те юсаса типтерлесшĕн.
Ялсенче пуçару бюджечĕн программипе тăвакан çул-йĕрсем те пурнăç хăтлăхĕпе шанчăклăхне ÿстерме май параççĕ. Халăх пуçарнипе пурнăçлакан ĕçсем ялсен сăн-сăпатне нумай çĕнетрĕç, урамсенчи çулсен хăрушсăрлăхне те палăрмаллах ÿстерчĕç. Çакнашкал пуçарусем кăçал та, ÿлĕмрен те пурнăçа кĕрсех пырĕç.
Иван ГЛАДКОВ