Енĕш Нăрваш ялĕнче çуралса ÿснĕ Алексей Петрович Майраслов скульптор Тăвай вăтам шкулĕ умĕнчи Зоя Космодемьянская скульптурине ăсталанăранпа нумай вăхăт иртрĕ ĕнтĕ. Унăн таврашне те çĕнĕлле йĕркелеме кирли курăнать. Çавна май çуралнă та «Тăвай ялĕнчи З.А.Космодемьянская палăкĕ таврашĕнчи обществăлла территорие хăтлăх кÿресси» проект.
Уншăн 2024 çулта округри 1704 çын сасăланă, çĕнетмелли обществăлла уçлăхсене суйласа илмелли сасăлавра çĕнтернĕ. Асăннă проекта «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕн «Хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси» федераци проекчĕпе килĕшÿл- лĕн пурнăçлаççĕ. Вăл патшалăх экспертизи витĕр ăнăçлă тухнине, ырă хаклава тивĕçнине палăртаççĕ.
Темиçе тапхăрлă проектпа килĕшÿллĕн кăçал территорие çĕнĕлле йĕркелеме пăхнă, палăк енчен çуран çÿ- ремелли çулсем, кану вырăнĕсем хываççĕ, саксемпе урнăсем, светильниксем вырнаçтараççĕ, çĕнĕрен йывăç-тĕм, чечексем лартаççĕ, палăк патĕнче тивĕçлĕ ĕçсем туса ирттереççĕ.
Халех ĕнтĕ, асăннă объектра типтерлĕх ĕçĕсене пурнăçланă, йывăçсен турачĕсене, вырăнсăр çитĕн- нĕ йывăçсене касса типтерленĕ тата ытти те.