Хăй вăхăтĕнче Тăвай районĕнчи хаçат редакцийĕнче те ĕçленĕ Александр Клементьевич Клементьев 1925 çулхи мартăн 17-мĕшĕнче Тенеялĕнче вăтам хресчен кил-йышĕнче çуралнă.
Икĕ пĕртăван ÿснĕ вĕсем çемьере: асли — Александр, Санькка тенĕ ăна ялта, тата Нина, унăн йăмăкĕ. Нина Клементьевна «Новый путь» колхоза 36 çул ăнăçлă ертсе пынă Демьян Александрович Александров мăшăрĕ, ĕмĕрне ялта фельдшерицăра ĕçлесе ирттернĕ, вĕсен ултă ача пулнă. Клементьевсем Тенеяльне пырса кĕрекен урамра пурăннă. Çÿл- ти урамра темелле-и ăна? Кĕскен каласан, Ананьевсен урамĕнче.
Ялти пуçламăш шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Александр Йăнтăрчăри тулли мар вăтам шкулта тата Канашри фельдшерсен шкулĕн-че вĕреннĕ.
1943 çул пуçламă- шĕнче, вунсаккăр тултарсан, Совет Çарне кайнă. Унта санитари инструкторĕ тата çар фельдшерĕ пулнă. Çартан таврăнсан Александр Клементьевич пĕр хушă Вăрнарти ача-пăча санаторийĕнче тăрăшнă. Унтан Ленинградри медицина институтне вĕренме кĕнĕ. Анчах вĕренсе пĕтерме май килмен, чирленĕ пирки яла таврăнма тивнĕ. 1947—1953 çулсенче ялти шкулта ĕçленĕ. Çав вăхăтра сăвăсемпе калавсем çырма тытăннă. 1947 çулта унăн «Ялав» журналта «Юрату» поэма, тепĕр икĕ çултан «Пĕрле ÿснĕ тантăшсем» калавĕ кун çути курнă. Çавăнтанпа Александр Клементьев çырнă сăвăсемпе поэмăсем, калавсем республикăри хаçат-журналта тăтăшах пичетленнĕ. Писатель пултарулăхĕнче «Юрату», «Светлана» поэмăсем, «Илемлĕ чĕреллисем» тата «Телей сунатăп» повеçсем паллă вырăн йышăнаççĕ.
Александр Клементьевич И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен педагогика институтĕнче вĕреннĕ, каярахпа А.М.Горький ячĕллĕ Литература институтне те заочно йĕркепе вĕренме кĕнĕ. Тĕрлĕ вăхăтра вăл Вăрмар районĕн- чи Шăхальти тата Шупашкар районĕнчи Апашри шкулсенче ачасене чăваш чĕлхи те вĕрентнĕ. Мăшăрĕ, Мария Яковлевна, Шупашкар районĕн хĕрĕ пулнă. Вăл та вĕрентекенре ĕçленĕ. Вĕсен хĕрĕ хальхи вăхăтра Шупашкарта пурăнать.
Александр Клементьев «Ялав» журнал редакцийĕн-че те тăрăшнă, вăл ответлă секретарь пулнă.
Писателĕн çакăн пек кĕнекесем пичетленсе тухнă: «Тантăшсем» (1956), «Атăл хумхансан» (1960), «Илемлĕ чĕреллисем» тата «Телей сунатăп».
Александр Клементьевич Клементьев 1993 çулта вилнĕ.
Иван ГЛАДКОВ