1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 29 Март 2025 г.
21 марта 2025 г. 15:35

Помидор калчи

 

 

Томат калчине эрнере пĕрре шăварсан çитет. Пÿлĕм температурипе танлашакан юр е çумăр шывĕ-пе шăварсан уйрăмах лайăх.

• Пикировка тунă хыççăн 12 кунран калчана удобренипе апатлантараççĕ: 10 л шыва пĕрер кашăк суперфосфат тата кали селитри ярса. Кашни савăта ку шĕвеке çуршар стакан ярсан çитет. Тепĕр 15 кунран иккĕмĕш хут апатлантармалла.

• Урамри сывлăш температури 8-12 градуспа танлашсан калчана пиçĕх- мешкĕн балкон çине, верандăна илсе тухма юрать, чÿ-рече ани çинчех хăварсан форточкăна уçмалла.

• Яланхи вырăна куçарса лартиччен 5 кун маларах калчана апатлантармалла: 10 л шывра çур литр банки чухлĕ ирĕлтернĕ чăх каяшĕ, пĕрер чей кашăкĕ бор кислотипе йÿçĕк кÿкĕрт цинкĕ тата 1 кашăк нитрофоска ярса.

Поделиться:
Распечатать