1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Понедельник, 31 Март 2025 г.
21 марта 2025 г. 15:29

Православи кĕнекин кунĕ

 

Мартăн 14-мĕшĕнче пирĕн çĕршывра çуллен православи кĕнекин кунне паллă тăваççĕ, чăннипе вăл — культурăн аслă çăлкуçĕ, пурнăçăн хăватлă учителĕ.

Православи кĕнекин кунĕ — çамрăк праçник, çав вăхăтрах пĕлтерĕшĕ пысăк. Православи кĕнекисем литературăн уйрăм витĕмĕ пулса тăраççĕ. Ку çветтуй пурнăçĕ çеç мар, пачăшкăсен çырăвĕ, вĕсен шухăш-кăмăлĕпе ăс-тăн опычĕ, чиркÿри пурнăç, ачасен воспитанийĕ.

Православи кĕнекин кунне ирттернĕ май, Мучарти вулавăшра тата клубра ĕçлекенсем литературăпа православи сехечĕ — «Православи кĕнекин кунне» йĕркеленĕ. Вулавăшра ĕçлекен Наталия Анатольевна Шибалова çак кĕнеке историйĕ, «Апостол» кĕнеке тухни, православи кĕнекин пĕлтерĕшĕ, çынна кăмăл-сипет воспитанийĕ пани унăн чунĕнче мĕнле йĕр хăварни çинчен каласа панă.

Кĕнеке вула-кансем валли выставка та йĕркеленĕ: Православи кĕнекин чĕрĕ çăлкуçĕ, Православи энциклопедийĕ литературăра, ача-пăча Библийĕ тата ыттисем кĕнĕ.

Валентина ЛАВРОВА, Мучар ялĕ

Поделиться:
Распечатать