1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Понедельник, 31 Март 2025 г.
21 марта 2025 г. 15:18

Пĕрлехи ĕç вĕсене пĕрлештерет

 

Ятарлă çар операцине хутшăнакансем пулас çĕнтерĕвĕн никĕсне хываççĕ, мирлĕ пурнăçшăн кĕрешеççĕ, Тăван çĕршыва, унăн çыннисене хÿтĕлеççĕ.

Тăвай округĕнче пурăнакансем ятарлă çар операцийĕн малтанхи кунĕсенчен пуçласах хамăрăн салтаксем валли мĕн кирлине хатĕрлеççĕ.

Кашни ял тăрăхĕнчех хĕрарăмсем маскировка тетелĕсем, шлемсене тăхăнтармаллисем çыхаççĕ, апат-çимĕçпе тивĕçтереççĕ, окоп çуртисем тăваççĕ.

Сăхăтпуç ялĕнчи кĕмĕл волонтерсем те ку енĕпе активлăх кăтартаççĕ. Хăйсен ĕçĕсемпе çĕнтерĕве çывхартма пулăшаççĕ, ятарлă çар операцийĕ валли маскировка тетелĕсем çыхаççĕ, укçан та парса пулăшаççĕ.

Пенсионерсемпе ялти хĕ- рарăмсем салтаксен пурнăçне упраса хăварассишĕн тимлеççĕ. Пысăках мар ялта та пĕчĕк те туслă йышпах ырă ĕçсем тума пулать.

Татьяна Храброва, Людмила Якку, Наталия Яковлева, Радмила Трофимова, Ирина Андреева, Надежда Андреева, Светлана Акимова, Галина Яковлева, ĕç хатĕрĕсемпе Оксана Храмова администратор тивĕçтернипе, иртнĕ çулсенчех ăшă нускисем, мунчаласем, тетелсем çыхма пуçланă.

Халĕ те кану кунĕсемсĕр пуçне тăтăшах ыркăмăллăх ĕçĕнче вĕсем. Кунне пĕр хÿтĕ- лев тетелĕ çыхаççĕ, ăсталăхĕ те, хăвăртлăхĕ те пысăк хĕрарăмсен.

Вĕсем хăйсен ĕçĕ паттăр хÿтĕлевçĕсене çĕнтерĕве хăвăртрах çывхартма вăй-хал парасса, вĕсен пурнăçне упраса хăварасса шанаççĕ.

Ушкăнри Валентина Романова — салтак амăшĕ, унăн ывăлĕ мобилизаци йĕркипе Украинăри ятарлă çар операцийĕнче харсăрлăх кăтартать. Альбина Романова, Людмила Данилова, Алевтина Охотникова, Нина Михайлова, Зоя Андреева, Галина Черзорова та салтаксен пурнăçне упраса хăварассишĕн тимлеççĕ. Ираида Андреева фельдшерица вара ĕç хыççăн волонтерсен йышне хутшăнать. Пулăшу боецсене хавхалантарать, вĕсен кăмăл-туйăмне çирĕп-летет, службăна çăмăллатать.

Хальхи вăхăтра тылра хастарлăх кăтартакан хĕрарăм-волонтерсене тав тăвас килет. Вĕсенчен кашниех пирĕн салтаксене пулăшас ĕçре пысăк тÿпе хывать.

Ырă ĕç пысăк телей патне çывхартнăн туйăнать. Эпир пĕрле пулни пире вăйлăрах тăвать.

 

Альбина АЛЕКСАНДРОВА

Поделиться:
Распечатать