1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Среда, 2 Апрель 2025 г.
21 марта 2025 г. 15:09

Пĕрлехи информаци кунĕнче

 

Виçĕмкун Тăвай округĕнче, республикăри ытти çĕрти пекех, Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ, унта ку вăхăтри пĕлтерĕшлĕ ыйтусене — юлашки пилĕк çулхи тапхăрта çул-йĕр аталанăвĕн тата обществăлла территорисене тирпей-илем кĕртнин итогĕсене, çĕр законодательствин 2025 çулхи мартăн 1-мĕшĕнчен çĕр надзорĕ тĕлĕшпе вăя кĕнĕ улшăнăвĕсене тата кăçалхи çурхи шыв-шур вăхăтĕнче çынсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерессине — сÿтсе явнă.

Пĕрлехи информаци кунне Тăвай муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов, ЧР Патшалăх ветеринари службин ертÿçин заместителĕ Евгений Корнилов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Леонид Пронин, округри депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем, территори пайĕсен начальникĕсем хутшăннă. Администраци залĕнче иртнĕ тĕлпулăва çавăн пекех предприятисемпе учрежденисен, массăллă информаци хатĕрĕсен ертÿçисене чĕннĕ.

Юлашки пилĕк çулта округри çул-йĕр сетьне аталантарассипе тата обществăлла территорисене хăтлăх кÿрессипе епле ĕçлени çинчен строительство, çул-йĕр хуçалăхĕпе ЖКХ пайĕн начальникĕ Александр Петров каласа панă, 2020—2024 çулсенче округри çул-йĕр хуçалăхне аталантарма 218 миллион ытла тенкĕ янине пĕлтернĕ. Çак суммăран 156 ытла миллионĕпе муниципаллă округ территорийĕнчи автомобиль çулĕ- сене пăхса тата юсаса тăма усă курнă. 58 миллион ытла тенкипе ялсен таврашĕнчи çулсене пăхса-юсаса тăнă. 2 миллион ытла тенкине нумай хваттерлĕ çуртсен картиш территорийĕсене тата вĕсем патне кĕрсе çÿремелли вырăнсене юсама янă. Вырăнти пĕлтерĕшлĕ автомобиль çулĕсене 33 километр тăршшĕ ытла юсанă. Ялсенчи сарман çулсене 22 километр ытла юсаса йĕркене кĕртнĕ, ку тĕлĕшпе пуçару бюджечĕн майĕ-пе анлăн усă курнă.

Округра обществăлла территорисене хăтлăх кÿрессипе те нумай ĕç тăваççĕ. 2020—2024 çулсенче «Ку чухнехи хула хутлăхне йĕркелесси» федераци проектне пурнăçласа пĕтĕмпе 5 обществăлла уçлăха 15,8 миллион тенкĕлĕх тирпей-илем кÿнĕ. Çак шута Тăвай ялĕнчи Ленин проспектĕнчи сквера виçĕ тапхăрпа хăтлăлатса йĕркелени те, Ленин палăкĕ таврашĕнчи территорие çĕнетни те, Тăрмăшпа Енĕш Нăрваш ялĕсенчи культура çурчĕсем умне тата Тăрмăшри Советская урамри сквера, Тăвайри Кооперативная урамри 20 тата 22 номерлĕ нумай хваттерлĕ çуртсен картиш территорине хăтлăх кÿни те кĕрет.

Кăçал Тăвай ялĕнчи Зоя Космодемьянская палăкĕ таврашĕнчи территорие пĕрремĕш тапхăрпа тирпей-илем кĕртес ĕçсем пырĕç. Сумми 3023,1 пин тенкĕлĕх.

Çĕр законодательствин 2025 çулхи мартăн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ улшăнăвĕсемпе Тăвай муниципалитет округĕн пуçлăхĕн заместителĕ — экономика, çĕрпе пурлăх хутшăнăвĕсен пай начальникĕ Евгений Козлов паллаштарнă. Вăл 2024 çулхи августăн 8-мĕшĕнчи 307-ФЗ номерлĕ Федераци законĕ ял чиккисенчи, сад тата пахча çĕр участокĕсене ĕçе кĕртмелли виçĕ çуллăх срока палăртнине пĕлтернĕ.

ĕпрен илсен, ку вăл шурлăхлă, çÿпĕленнĕ е çумкурăк вăйлă ĕрченĕ участоксене йĕркене кĕртсе усă курассипе çыхăннă. Виçĕ çул çитиччен участок хуçисене çĕрпе тĕллевлĕ усă курманшăн явап тыттармаççĕ, мĕншĕн тесен вăл унпа усă курма тытăнман. 3 çул иртсен вара унпа тĕллевлĕ усă курмалла — çурт-йĕр, магазин, рекреаци тĕллевлĕ объектсем тумалла, ял хуçалăх продукцийĕ туса илме тытăнмалла тата ытти те. Çак самантран çĕр хуçи участокпа усă курманшăн яваплă пулса тăрать, тĕрĕслев (надзор) органĕсем йĕркене пăснине шута илме пуçлаççĕ.

Çурхи шыв-шур вăхăтĕнче çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес ыйтăва информкунра округ пуçлăхĕн заместителĕ — территорисене аталантарас тата тирпей-илем кĕртес енĕпе ĕçлекен Управлени начальникĕ Вероника Николаева çутатса панă.

Округ пуçлăхĕ Олег Ломоносов çурхи шыв-шурта çынсен те, хăрушсăрлăхпа тивĕçтерекенсен те питĕ тимлĕ пулмаллине, çурхи пăрпа шыв-шур уйрăмлăхĕсене шута илмеллине, сыхлăха ÿстермеллине асăрхаттарнă.

Çавăн пекех районти надзорпа профилактика ĕçĕсен пай начальникĕ Дмитрий Григорьев 2025 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш Республикинче пушартан сыхланмалли уйрăм режим туса хуни çинчен пĕлтернĕ. Ку тапхăрта çынсене вăрмансене кĕрсе çÿреме, пурăнмалли çурт таврашĕнче, çĕр участокĕсенче çÿп-çапа, типĕ курăкпа кивĕ çулçăсене тата ыттине çунтарма, кăвайт чĕртме чараççĕ.

 

ХАМĂР ИНФ.

Поделиться:
Распечатать